Мĕн пуçтарма юрать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2019, 14:39 Просмотров: 277

Пĕлтĕрхи раштавăн 18-мĕшĕнче Чăваш енри Патшалăх Канашĕ хăйĕн ларăвĕнче «Хăйсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен граждансене вăрмансемпе усă курмалли йĕрке çинчен» саккуна тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Вĕсем çĕр çинче выртакан йывăçсене çынсене хăйсем валли хатĕрлеме ирĕк параççĕ.

Раççей Президенчĕ иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче Вăрман кодексне кĕртнĕ улшăнусем тăрăх çавăн пек йывăç вăрман пуянлăхĕ шутланмасть, кăçалтан ăна пуçтарса хатĕрлеме юрать.

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вара вăрман каснă вырăнсенчи йывăçсен вуллисенчен мĕн юлнине тата турачĕсене, çавăн пекех хăрнă, хурт-кăпшанкăсем сиенлетнĕ, çил-тăвăлра тата юр нумай çунипе хуçăлса ÿкнĕ йывăçсене пуçтарма ирĕк панă.

Кунсăр пуçне Чăваш енре йывăçсен ушкăнне кĕртмен ытти пурлăха та ирĕклĕнех тата тÿлевсĕрех хатĕрлеме пулать, вĕсен шутне тункатасем, хурăн хуппи, йывăçсемпе тĕмсен хупписем, çулçăллă апат, хыр, пихта, чăрăш лăссисем, мăк, вăрман сарăмĕ, хăмăш тата çавăн йышши ытти ресурссем кĕреççĕ.

Çаксемпе пĕрлех милĕк, шăпăр тата çатан валли туратсемпе тĕмĕсем, çавăн пекех ешĕл курăк-çеçке (çулçăсем, папкасем, хыр-чăрăш лăссисем, çулçăллă йывăçсен хунавĕсем (вĕсен диаметрĕ тĕпĕнче 8 мм таран пулмалла) хатĕрлеме пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика