Вакра ишни кăмăла çĕклетĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2019, 14:39 Просмотров: 336

Январĕн 18–19-мĕшĕсен каçĕнче тĕне ĕненекенсем Турра шыва кĕртнĕ куна паллă тăваççĕ, ÿт-пÿ сиплĕхне илес тĕллевпе вакра шыва кĕреççĕ. Ĕнер район администрацийĕнче Кăшарни уявне инкексĕр ирттерес тĕллевпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Калаçура хăрушсăрлăха тĕп вырăн уйăрнă. Кăшарнире шыва кĕме Вăрнар районĕнче çичĕ вырăн уйăрнă. Вĕсенче хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем тăвĕç, çутăпа тивĕçтерĕç, вак патне тата шывра картлашкасем вырнаçтарĕç. Ваксене Анаткас Хапăсри, Отиккăвăри Советски урамри, Çавалкасри пĕвесенче, Авшак Элменти, Услапа Нурăсри тата Çĕньял Хапăсри çветтуй çăлкуçсенче, Вурнарка шывĕнче касаççĕ.

Шыва кĕме пурне те юрать-и тата мĕнле правилăсене пăхăнмалла? Çак тата ытти ыйтусемпе республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн пай заведующийĕпе Антонина Михайловна ТАБАРДАКПА калаçатпăр.

– Хĕлле вакра шыва кĕни мĕнле хăрушлăх кăларса тăратма пултарать-ха?

– Хĕлле вакра тăтăш шыва кĕни – организма çирĕплетме, чирсенчен асăрханма тата юн тымарĕсене вăйлатма пулăшакан мелсенчен пĕри. Анчах та çулталăкне пĕрре, хатĕрленмесĕр вакка чăмни организма пысăк стресс кÿрет. Аслисен çеç мар, çамрăксен те гипертони кризĕ пулма, сывлав тата чĕре чарăнса ларма пултарать. Çавăнпа та кашниннех сывлăх тăрăмне шута илмелле.

– Кăшарнире камăн шыва пачах кĕме юрамасть?

– Чи малтанах – шăнса пăсăлнипе е инфекци чирĕсемпе аптăракансен. Çавăн пекех ÿпке, пÿре, пыр парĕсен, чĕре-тымар, гинекологи чирĕсемпе, диабетпа, гипертонипе, эпилепсипе чирлекенсен те вакра ишессинчен пăрăнмалла.

– Шыва кĕресех текенсен маларах хатĕрленмелле-и?

– Организм сивве хăнăхтăр тесен вăраххăн хывăнмалла. Хыççăн йывăр мар упражненисем тумалла. /тĕн вĕри пулмалла, анчах тарламалла мар.

Алкогольпе ăшăнма юрамасть. Кун пек чухне юн пусăмĕ хăпарса каять, чĕре хытăрах тапма тытăнать. Организм ăшă нумай кăларать, çавна май çын хăй шăннине туймасть.

– Шыва тÿрех чăмма та юрамасть пулĕ?

– Çапла, шыва вăраххăн кĕмелле. Малтан алăсене, урасене, кăкăра, çурăма тата хырăма йĕпетмелле, унтан тин мăй таран чăммалла. Пуç мими тымарĕсем ан пĕрĕнччĕр тесен пуçпа чăмма юрамасть. Çавăн пекех тÿрех сикни те сиенлĕ. Организм пĕтĕмĕшле ан шăнтăр тесен шывра пĕр минутран ытлашши пулмалла мар.

– Вакран тухсан мĕн тумалла-ха?

– Шывран тухсан тÿрех çемçе алшăллипе шăлăнмалла, хăвăртрах ăшă тумтир тăхăнмалла. Çавăнпа та меллĕ çипуç кирлĕ. Вĕри чей ĕçмелле, вăл курăкран е улма-çырларан пулсан аванрах.

– Пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?

– Шыва ятарласа уйăрнă, çăлавçăсем пур вырăнта çеç кĕмелле. Вăл 1,8 метртан тарăнрах пулмалла мар. Вакка ăнсăртран ÿкесрен ятарлă карлăк вырнаçтармалла. Шыва кĕме кайиччен маларах апат çимелле, выç хырăмла чăмни организмшăн сиенлĕ.

Хĕлле шыва кĕни усă патăр тесен кĕркуннех хатĕрленме тытăнмалла: килти условисенче сивĕ шывпа чÿхенмелле. Процедурăна кунсерен пурнăçламалла. Çак сĕнÿсене пурнăçласан организм вакра ишме те хатĕр пулĕ, лайăх кăмăл парнелĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика