Фермăра, уй-хирте этем ĕçĕпе хитре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2019, 14:39 Просмотров: 344

Агропромышленность комплексĕнче тимлекенсен ĕçĕ кăткăс пулин те, пархатарлă. Вĕсем йăх-несĕлĕмĕрсен ятне çÿлте тытас тесе ырми-канми вăй хураççĕ.

Ĕçлекенĕн пичĕ нар пек, алли-ури вăр-вар. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан çине пăхатăн та – ĕç çынна илем кÿнине куратăн. Акă правур дояркăсемпе доярсем тутлă ыйхăран ир-ирех вăранаççĕ. Канмалли кунсенче те, праçниксенче те фермăналла çул такăрлатаççĕ. Пĕлтĕр Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Мураты» кооперативра вăй хуракансем кашни ĕнерен 6343 тата 6082 килограмм сĕт суса илнĕ. «Янгорчино» кооператив хастарĕсем те вĕсенчен юласшăн мар. Иртнĕ çул вĕсем кашни ĕнерен вăтамран 5705 килограмм сĕт суса илнĕ.

– Çĕрпелсем ĕç кăтартăвне тата лайăхлатма тăрăшĕç,– терĕ ферма заведующийĕ Елена Борисова. – Хуçалăх ертÿçи Геннадий Романов кашни ĕнерен сĕт суса илессине 6 пин килограмран ирттерме палăртнă.

«Янгорчино» кооперативра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 736 пуç тытаççĕ, çав шутра ĕнесем – 336 пуç. Хушка пуçсен йышĕпе хуçалăх аш-какай комбиначĕ хыççăн районта иккĕмĕш вырăн йышăнать. «Янгорчинăра» хальхи вăхăтра кашни ĕнерен кунне вăтамран 15 килограмм сĕт суса илеççĕ.

– Пĕлтĕр çанталăк типĕрех тăнăран курăксем йĕркеллĕ çитĕнеймерĕç, çавна пула кашни выльăх пуçне 30 центнер апат хатĕрлерĕмĕр. Маларахри çулта ĕç кăтартăвĕ пысăкрахчĕ – 39 центнер пулнă,– пĕлтерчĕ тĕп зоотехник Елизавета Ваганина. – Лару-тăру йывăртарах килсе тухрĕ пулин те кĕтÿ йышне чакармасăр выльăх-чĕрлĕх продукцине кăçал та çителĕклĕ туса илме тăрăшăпăр.

Людмила Ласкина ветврачпа Надежда Сергеева техник-осеменатор хуçалăх тата сулмаклăрах утăмсемпе аталанасса шанаççĕ. «Агро-инноваци» предприятин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Евгений Алексеев тата район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Романов каланă тăрăх,   «Янгорчино» кооперативăн тĕп пуянлăх – чунтан хавхаланса тимлекен, çирĕп тĕллевлĕ маттур ĕçченсем – пур. Çавăнпа та хуçалăх малалла та аталану çулĕпех пырĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика