Пограничниксен канашĕн – çĕнĕ ертÿçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2019, 10:00 Просмотров: 293

Иртнĕ çул пограничниксен «Щит Родины» районти обществăлла организацийĕн канашĕн ертÿçи Владимир Антонович Михайлов старшина пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ.

Ку юхăма районта вăл 1979 çулта йĕркелесе янă. Ăна хастаррăн, патриотизм туйăмĕпе ертсе пычĕ, çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентес тĕллевпе нумай ĕç турĕ.

Чикĕ хуралĕнче тăнă район хастарĕсем ун ĕçне малалла та ăнăçлă тăсасшăн. Анчахрах запасри пограничниксен канашĕн ларăвĕ иртнĕ, унта çĕнĕ председателе суйланă. «Щит Родины» пĕрлешĕве малашне Иван Георгиевич Яковлев ертсе пырĕ.

– Плансем пысăк. Февралĕн 8-мĕшĕнче Владимир Антонович Михайлов ячĕпе Вăрнарта республикăри волейбол турнирне ирттересшĕн. Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне хатĕрленетпĕр. Çулталăк тăршшĕпе мероприятисем йышлă пулĕç. Шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр, – пĕлтерчĕ çĕнĕ ертÿçĕ.

Районта чикĕ çарĕсенче службăра тăнă икĕ пин енне çын пурăнать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика