Пурнăç тăршшĕпе – чемпион ячĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2019, 10:02 Просмотров: 401

Ку сăмахсенче ытарлăхпа тĕрĕслĕх тачă çыхăннă. Вăрнарта пурăнакан Валерий Павлович Прахеев çумне чемпион ячĕ ачаранах «çулăхнă» та, нумайăшĕ ăна халĕ те çапла чĕнет.

Сумлă ячĕн «çул-йĕрĕ» пархатарлă. Çамрăк вăхăтра Валерий Прахеев йĕлтĕр спортĕнче район, республика, Атăлçи округĕн ăмăртăвĕсен пĕрремĕш йĕркисенчен анман. Ку тĕспе – СССР спорт мастерĕ. Норматива 1967 çулта Архангельскра Раççей первенствинче пурнăçланă.

Мĕнле обществăра ÿсен – çавăн пек пулан, тени тĕрĕсех пулĕ. Валерий Павлович хăйĕн пурнăç тĕллевне палăртма  çуралнă тăрăхĕнче спорт тусĕсем йышлă пулни пулăшнине пытармарĕ. Ершепуçĕнчен вăл. Юнашар вăрман, çырмаллă вырăнсем. Хĕллехи вăхăтра вĕсенчи йĕлтĕр йĕрĕ ачасене çеç мар, аслăраххисене те магнит евĕр илĕртнĕ. Ăсталăхĕ çакăнтан куллен туптаннă та. Шкула утнă-чупнă çичĕ çухрăм та ÿт-пĕве пиçĕхтерессине пысăк тÿпе хывнă. Малтан Кÿстÿмĕрте, унтан Кульцавра пĕлÿ пухнă. «1956 çулччен шкулшăн 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Эп – кĕçĕнни. Атте-анне, йывăр пулсан та, пире вĕрентме тăрăшнă», – аса илет Валерий Павлович.

Йăрă, çаврăнăçуллă пулнă. Çуллахи вăхăтра нихăçан та алă усса ларман. Колхозра пилĕк авнă. Вунпиллĕкре чухне 1500 ытла çамрăк йышĕпе Çĕнĕ Шупашкарти «Химпрома» çĕклес ĕçе хутшăннă.

Ĕçченлĕх пулмасăр спортра та нимĕнле çитĕнÿ те тăваймăн. Çакна Валерий Павлович лайăх пĕлнĕ. Шкул вăхăтĕнче хăйĕнчен аслăрах ачасемпе пĕр командăра тăнă вăл. Район чысне унпа пĕрле чылай сумлă ăмăртура Алексей Спиридонов, Анатолий Смирнов, Валентина Смирнова, Нина Абашева хастар хÿтĕленĕ.

– Çара та мана спорт ăмăртăвĕнченех илсе кайнă тесен йăнăш мар. Апаш–Шупашкар маршрутпа 20 километр чупатпăр. 1958 çул. «Энергия» стадиона финиша çитсен мана салтака кайма ят тухнине çын урлă пĕлтерчĕç. Анне макăрать. Аслă пиччене вăрçа киле кĕртмесĕрех илсе кайнă. Тепĕр пиччене йĕлтĕр ăмăртăвĕнчен службăна илнĕ, – аса илет Валерий Павлович.

Службăра вăл Куйбышевра (халĕ Самара) виçĕ çул тăнă. Валерий Прахеев аякри çĕре лекменнинче тренерăн, физкультурăпа спорт юхăмĕн вăйлă йĕркелÿçин Николай Антонович Старшовăн тÿпи те пур. Куйбышевра иртнĕ сумлă ăмăрту –  Совет çарĕ 50 çул тултарнине халалланă чупу хыççăн çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Николай Старшов, президиумра лараканскер, призывник-спортсменсене хамăр округрах службăра тăратмаллине чĕнсе каланă иккен... Тренерăн шанăçне тÿрре кăларнă: Валерий Прахеев 1958 – 1961 çулсенче – Атăлçи çар округĕн 10 тата 30 километрлă дистанцисен чемпионĕ.

Çартан килсен çулталăк Шупашкарта спорт обществисен пĕрлешĕвĕнче инструкторта тимленĕ, ăмăртусем чылай йĕркеленĕ. Анчах та хулана ниепле те хăнăхса çитеймен вăл. Ăна тăван тăрăх, кунти вăрмансем, уçă сывлăш илĕртнĕ.

Пултаруллă çамрăка çуралнă кĕтесе таврăнсан хапăлласах Вăрнарти 1-мĕш шкула йышăннă. Вунă çул таса чунпа тимленĕ вăл физкультурникра. Пĕр вăхăтрах куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ.

2-мĕшĕ вăтам шкул статусне илнĕ хыççăн унта куçнă. Кунта 33 çул тимленĕ. Çак тапхăрта хоккей, футбол тĕсĕсене те вăйлă аталантарса янă. Йĕлтĕрпе кăна мар, ку тĕссемпе те район-республика чемпионĕсем е призерĕсем пулнă. Сăмах май калас-тăк, Валерий Павловичăн вĕренекенĕсенчен халĕ чылайăшĕ Вăрнарти «Кристалл» хоккей командине пĕрлешнĕ. Хăйĕн аслă ывăлĕ те тренировкăсене Вăрнара килсе çÿрет.

Çемьере пиллĕкĕн çитĕннĕ вĕсем. Аслă пиччĕшĕ, Лев Павлович, – вăрçă участникĕ, районти пĕрремĕш юрист. Нумай çул Шупашкар район прокуратуринче тимленĕ. Тепĕр пиччĕшĕ, суту-илÿпе экономика институтне пĕтернĕскер, Украинăра пурăнать, 90 çула çитет. Вăтамми нумай çул Самара облаçĕн тĕп зоотехникĕнче тăрăшнă. Аппăшĕ çыхăну енĕпе пĕлÿ илнĕ. Пурте спортпа туслашса ÿснĕ.

Валерий Павловичпа мăшăрĕ, Галина Николаевна, ĕмĕрĕпех Вăрнарти хими заводĕнче тимленĕскер, виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă.

– Пирĕн тăрăхра спорт ăстисем ĕмĕрĕпех йышлă пулни савăнтарать. Анатолий Авруйский акă йывăр атлетикăра, Валерий Наумов шашкăра СССР спорт мастерĕсен ятне илнĕ. Халĕ ав Александр Политов йĕлтĕрçĕ-чупуçă та Раççей спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Савăнтарать, – кăмăллăн калаçать Валерий Павлович.

Ĕçри хастарлăхшăн, вĕренекенĕсем пысăк кăтартусем тунăшăн Валерий Павлович Прахеева Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Раççей Федерацийĕн халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ. Спортра илнĕ Хисеп хучĕсем тем хулăнăш.

Маларахри çулсенче Валерий Павловича «Химик» стадион çумĕнчи вăрманта йĕлтĕрпе илентерсе пынине тăтăшах курнă. Халĕ вара вăл йĕлтĕр çулне хăйĕн анкартийĕнче хывнă. 400 метрлă çаврăма мăшăрĕпе иккĕшĕ кунсерен виçĕ хут тухаççĕ. Йĕлтĕрĕсем – «легендарлă», вĕсене Прахеевсене Канаш районĕнчи паллă йĕлтĕрçĕсем, пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене хутшăннă Владимирпа Дмитрий Григорьевсем, парнеленĕ.

– Юлашки вăхăтра çĕршывра спорт çине тимлĕх уйăрни савăнтарать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăй ырă тĕслĕх кăтартать. Хамăр пуçлăхсем те ку енĕпе маттур. Ку – питĕ кирлĕ ĕç, унсăрăн сывă наци ниепле те йĕркелеймĕн. Çак çул-йĕр тĕрĕс тесе шутлатăп. Пурне те спортпа туслашма чĕнетĕп, – терĕ Валерий Павлович, йĕлтĕрсене сырнă май.

Валерий Прахеев – «Çĕнтерÿ çулĕн» нумай çулхи çывăх тусĕ. «Мĕн астăвасса, хаçата пирĕн килте яланах çырăннă, атте-анне те кăмăлласа вулатчĕ. Халĕ эпир те мăшăрăмпа иксĕмĕр ăна чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Пурнăç уттинчен юласшăн мар», – тет вăл.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика