Колоние хупнă, тăкакне шыраса илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2019, 10:03 Просмотров: 296

«Мунчапа прачечнăй комплексĕ» муниципаллă унитарлă предприятин унчченхи директорĕ тĕлĕшпе айăплав приговорĕ кăларни çинчен пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ.

Ертÿçĕ пулнă арçын служба вырăнĕпе усă курса вăрланăшăн (РФ Уголовлă кодексĕн 160-мĕш статйин 3-мĕш пайĕ) тата çаратнăшăн (158-мĕш статьян 1-мĕш пайĕ) суд умне тăнă. Унăн айăпне следстви органĕсем пухнă материалсем туллин çирĕплетнĕ – суд ăна 4 çул та 8 уйăхлăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние хупма йышăннă.

«Следстви тата Вăрнар район сучĕ палăртнă тăрăх, унчченхи директор 2013 çулхи июньтен пуçласа 2017 çулхи сентябрьчченхи тапхăрта 930 пин ытла тенкĕ çаратнă. Çак укçана вăл, районти 7 çынтан вутă илме тесе, хăй ертсе пынă предприяти кассинчен илсе тăнă. Анчах хăй нимĕн те туянман.

Ĕç параканпа – район администрацийĕпе – килĕшÿ тумасăрах вăл 2016 çулхи августран 2017 çулхи сентябрьччен хăйĕн автомашинине муниципаллă предприятие арендăна панă. Çакăншăн хăйне хăй саккунсăр майпа пĕтĕмпе 120 пин тенкĕ компенсаци тÿленĕ.

Организаци директорĕнчен кăларсан та, интернет-банкинг системине кĕрсе, предприяти счечĕ çинчен 17 пин ытла тенкĕ вăрттăн куçарнă вăл.

Преступление тума май панă сăлтавсене пĕтерме хушса следователь район администрацине представлени тăратнă.

Вăрнар район прокуратурин тавăçне тивĕçтерсе, суд мунчапа прачечнăй комплексне кÿнĕ такака та айăпланаканран шыраса илме йышăннă», – пĕлтерет республикăри следстви управленийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика