Сыхлăха çухатманни пулăшнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2019, 10:03 Просмотров: 607

Нумай хваттерлĕ çуртсенче газ сирпĕннипе Магнитогорск, Шахты хулисене пысăк хуйхă пырса çапрĕ. Мĕнпур çын вĕсемпе пĕрле хурланать. Çав вăхăтрах намăса пĕлменнисем çынсен хуйхинче те усă шыраççĕ.

Çак эрнере, акă, хаçат редакцийĕнче Вăрнарта пурăнакан Владимир Боровков пулчĕ. Унăн 78-ти амăшĕ те, Елена Марковна Маркова, чутах ултава çакланман иккен. Педагогика ĕçĕн ветеранне асăрхануллă пулма хăнăхни кăна сыхласа хăварнă.

– Советски урамĕнчи çуртра пурăнакан анне патне ытларикун кĕтмен «хăна» алăкран шăнкăравланă. Хăйĕнпе газ службин сотрудникĕ тесе паллаштарнă хÿхĕм тăхăннă, кăмăллă калаçакан арçын. Анчах нимĕнле удостоверени-документ та кăтартман, ĕç тумĕпе те пулман. Хăйне хваттере кĕртме ыйтнă вăл. Магнитогорск тата Шахты хулисенчи инкексем хыççăн хваттерсенче газ тухса тăрассинчен хÿтĕлекен приборсем лартмаллине ăнлантарнă. Хăйсем Шупашкарти «Межрегионгаз» компани сотрудникĕсем, Вăрнарта командировкăра тесе суйнă. Унччен Элĕк, Йĕпреç районĕсенче те пулнă имĕш. Газоанализатора вырнаçтарассипе çыхăннă тивĕçтерÿн пĕтĕмĕшле хакĕ 3 пин тенкĕ тесе ĕнентернĕ. Иккĕ вырăнне пĕр приборне кăна лартсан 1,5 пин тенкĕпе калаçса татăлма пулать, тенĕ. Тата пенсионерсем валли уйрăм çăмăллăхсем пур тесе юмахланă, – каласа пачĕ Владимир Боровков.

Юрать, Елена Марковна вичкĕн, пули-пулми сăмахсене ĕненмест. Тата арçын кÿршĕ хваттерĕнче те хăйсем «ĕçленĕ» тени сисчĕвлентернĕ: «Мана улталама хăтланмасть-ши ку çын;» Кÿршĕ хĕрарăмĕ килте çуккине лайăх пĕлнĕ-çке вăл. «Манăн ывăлпа канашламалла тата халь укçа та çук», – хуравланă Елена Марковна. «Газ сотрудникĕ» хирĕçленине пăхмасăрах ывăлĕ патне шăнкăравланă. Владимир амăшне «нимĕн те ан ларттар, нимĕнле хут çине те алă ан пус, калаçтарса-юмахласа килтен кăларса яр», тесе çирĕплетсех каланă. Çапла тунă та кил хуçи.

Суя «специалистсем» кирек кам кил-çуртне пырса кĕме пултараççĕ. Анчах пурте асăрхануллă мар-çке. Елена Марковна тĕслĕхĕ вĕсемшĕн вĕрентÿллĕ пултăрччĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика