Ĕмĕт пурнăçланчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2019, 10:04 Просмотров: 294

Çĕнĕ çула кĕтмен çын пур-ши тĕнчере; Ăна ватти-вĕтти те тăрăшсах хатĕрленет. Ытларах çак уява ачасем юратаççĕ.

Раштав уйăхĕнче манăн Мускава, Кремль ăлкине, кайса курма тÿр килчĕ. Эпир Шупашкартан 21 вĕренекен тата икĕ вĕрентекен çула тухрăмăр. Тĕп хулана ирхи вунă сехетре çитрĕмĕр те пире Мускав патшалăх университетне апатланма илсе кайрĕç. Ун хыççăн эпир тĕп ăлкăра савăнтăмăр. Кунта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи ачасем пуçтарăннă. Эпир вĕсемпе паллашма та вăхăт тупрăмăр.

Уяв хыççăн каçхи Мускав тăрăх уçăлса çÿрерĕмĕр. Чылай çĕннине пĕлтĕмĕр. Мускав Кремльне курса çаврăнни те асра юлчĕ. Успени, Благовещени, Архангел соборĕсене, Чан-патшана, Тупă-патшана унччен телевизорпа кăна курнă-тăк, халĕ хамăр куçпа пăхса савăнтăмăр. Экскурсинчи кашни сехет асра юлчĕ. Мускав юмахри пек туйăнчĕ.

Карина ПЕТРОВА,

Ярмушка шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика