Йĕлтĕрсем çине тăриччен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.02.2019, 10:00 Просмотров: 671

Çитес шăматкун, февралĕн 9-мĕ-шĕнче, Пĕтĕм çĕршывĕпех «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу иртет. Массăллă спорт акцине вăрнарсем кăçал та хастар хутшăнас кăмăллă.

Виçĕмкун район администрацийĕнче иртнĕ ларура йĕлтĕр чупăвĕпе çыхăннă тĕп ыйтусене пăхса тухрĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов йĕркелесе ертсе пычĕ.

Культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов «Раççей йĕлтĕр йĕрне» пĕр пин ытла çын хутшăнма пултарассине, çавна май хăрушсăрлăха тивĕçтересси тĕп вырăнта пулмаллине палăртрĕ. Ларура йыхравсем хатĕрлессипе, автотранспорта вырнаçтарассипе, санитари зонисем йĕркелессипе, чупу вырăнне хатĕрлессипе, суту-илĕве ĕçлеттерессипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

Чупу трасси районти культура çурчĕ çумĕнчи парк территорийĕпе выртĕ. Унта коньки тата классика мелĕпе чупмалли çулсене хывнă ĕнтĕ. Йĕркелÿ комитечĕ ун хатĕрлĕхне çитес юнкун вырăна тухса тĕрĕслĕ.

Пĕтĕм Раççейри спорт акцийĕ йĕркипе паян Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем старта тухаççĕ. Тĕп чупу умĕн, çитес эрнекун, йĕлтĕрсем çине чи кĕçĕн участниксем тăрĕç.

Кăçал çавăн пекех массăллă чупăм та пулĕ. Кăмăл тăвакансем медальшĕн мар, сывлăхшăн пурте пĕрле çаврăма тухĕç.

Тĕп стартсене вунвиçĕ ÿсĕмре ирттерме палăртнă. Чупу 11 сехетре пуçланать.

Йĕлтĕр тусĕсене пурне те акцие хутшăнма йыхравлаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика