ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ачалăха таврăнчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2019 15:18 Просмотров: 88

Тăван шкула таврăнма яланах кăмăллă, учи-тельсемпе тата шкулти тантăшсемпе тĕл пулма пурте хавас. Чунри туйăмсем вăхăтлăха ачалăха илсе çитереççĕ.

Акă, нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хапăсри вăтам шкулта выпускниксен каçĕ иртрĕ.

Оксана Владимировна Жебелевская директор шкулăн паянхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ. 2018 çулта шкула тĕпрен юсанă. Шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне шкул çуртне куçарнă, унччен вăл уйрăм çĕртре вырнаçнăччĕ. Куншăн ашшĕ-амăшĕ те питĕ савăннă. Хăтлă спортзал, столовăй пур, сенсор пÿлĕмĕ ĕçлет. Выпускниксем хальхи шкул ачисене чăннипех те ăмсанма пултараççĕ.

11-мĕш класра вĕренекенсем савăнăçлă программа хатĕрленĕ, ташă-юрăпа тыткăна илчĕç. Учительсем те илемлĕ юрă парнелерĕç. Хаваслă конкурссене хутшăнса выпускниксем шкул вăхăтне, ачалăха таврăнма пултарчĕç.

Хапăс шкулĕнчен вĕренсе тухнă çамрăксем çак кунсенче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕн Р.Ш.Киметовăн парнине çĕнсе илессишĕн баскетболла выляса районти ăмăртура 3-мĕш вырăна тухнă. Вĕсем тăван шкула 8 баскетбол мечĕкĕ парнелерĕç. Выпускниксенчен Денис Сюмайкин, Сергей Александров, Александра Ермошкина тухса калаçрĕç. Шкулта илнĕ пĕлÿ, хăнăхусем пурнăçра кирлĕ пулнине палăртрĕç, ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав турĕç.

Отставкăри подполковник Сергей Александров аслă классенче вĕренекенсемпе професси çулне суйласа илесси пирки калаçу пуçарчĕ.

Тĕрлĕ çулта шкул пĕтернисен сăнÿкерчĕкĕсен презентацине пăхса кашни хăйне тата тантăшĕсене шырарĕ, шкул çулĕсене, хăйсене вĕрентнĕ учительсене аса илчĕ.

Шкул алăкĕ выпускниксемшĕн яланах уçă, кунта пурне те ырă сунса йышăнаççĕ.

Лариса ХАРИТОНОВА, Хапăс шкулĕнчи чăваш чĕлхи учителĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ