Отчетлă пуху иртнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2019, 15:22 Просмотров: 300

Районти аграри организацийĕсенчен чи малтан Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Отчетлă пуху вырăнти культура çуртĕнче иртнĕ.

Хуçалăх ертÿçи Валерий Шумилов иртнĕ çул выльăх-чĕрлĕх тата ÿсен-тăран отраслĕсенче епле ĕçленине тишкернĕ. Ĕç кăтартăвĕсем лайăх. Кооператив ял хуçалăх продукцине сутса 78 миллион тенкĕ ытла тупăш илнĕ.

Çуракине хатĕрленсе аграри предприятийĕнче минерал удобренийĕсене çителĕклĕ туяннă, вăрлăха ака стандартне çитернĕ. Кăçал горчица лаптăкне 110 гектар таран пысăклатма палăртнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ĕç коллективне малашне те тÿрĕ кăмăлпа тăрăшма ырлăх-сывлăх суннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика