Сăмах ăстисене чысларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2019, 15:23 Просмотров: 353

Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунне халалланă уява кăçал сывă пурнăç йĕркин темипе çыхăнтарчĕç. Çавна май Вырăс патшалăх драма театрĕн фойинче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем пропагандăлакан спорт тĕсĕсен арт-зонисем пулчĕç.

Çĕнĕлĕх шутне çакна та кĕртмелле. Ĕçтешĕсене сцена çинчен тĕп редакторсем флешмоб мелĕпе саламларĕç.

Пичет, радиопа телевидени, электронлă МИХ-н ĕçченĕсен, отрасль ветеранĕсен ячĕпе Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ăшă сăмахĕсем кашнин чĕри патне çитрĕç. «Юлашки çулсенче неформаллă информаци каналĕсем анлăн сарăлнине, пичет тата тивĕçтерÿ хакĕсемпе çыхăннă ыйтусем пулнине пăхмасăр эсир вулакан аудиторишĕн кирлĕ çынсем пулса тăратăр», – терĕ вăл. Хаçат редакцийĕсем çынсем хăйсен ыйтăвĕсемпе килекен вырăн пулнине асăнчĕ, çакă граждансен шанăçне ÿстернине палăртрĕ.

Чăваш ен Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов иртнĕ çулăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсем тата малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

Сăмах ăстисене çавăн пекех Чăваш ен Патшалăх Канашĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов тата Николай Малов, Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский саламларĕç.

Пултаруллă журналистсене патшалăх наградисемпе чысларĕç. Программăна концерт номерĕсем илемлетрĕç. Çакă та кăмăллă пулчĕ: уяв чаршавĕ хупăниччен журналистсен гимнне Михаил Анисимов министр та юрларĕ.

Сăмах май каласан, награда илнисен шутĕнче Вăрнар район хĕрĕсем те – Вăрнарти Анжела Иванова тата Кĕçĕн Кипекри Валентина Багадерова (Данилова) та пур.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика