Улшăнусем кĕнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.02.2019, 10:20 Просмотров: 361

Пĕлтĕрхи октябрьте автомобилистсем валли çĕнĕ правилăсем ĕçлеме тытăннă. Вĕсем 2008 çулта çирĕплетнисене ылмаштараççĕ.

Çĕнĕ приказ электронлă тата хутлă паспортсем пур автомобильсемпе çыхăннă регистраци ĕçĕсен йĕркине палăртать. Тĕрĕсрех – вĕсенчен хăшне кăмăлланине заявитель хăй суйласа илет. Çав вăхăтрах кăçалхи ноябрьтен электронлă ПТС-сем мĕнпур çĕнĕ автомобиле учета тăратма обязательнăй майпа кирлĕ пулаççĕ.

Унччен панă хут паспортсем малашне те вăйрах, анчах транспорт хуçисен вĕсене хăйсен ирĕкĕпе улăштарма право пур. Çухатсан е пăсса хурсан малтанхи пекех дубликат илмелле.

Çĕнĕлĕхсем регистраци паллисене панă чух коррупцие хирĕçле механизма та çирĕплетеççĕ% харпăрлăхçăсен заявленийĕпе вĕсене упрамалли вăхăт 180-ран 360 талăкчен ÿснĕ.

Двигателе улăштарассипе çыхăннă ĕç те çăмăлланать. Халĕ автомобиле тĕрĕслеве тăратни те çителĕклĕ% унăн кăтартăвĕсем тăрăх двигатель номерĕ çинчен сведенисене транспорт хатĕрĕн паспортне тата ГИБДД-н информаци тытăмĕсене кĕртеççĕ. Тĕп услови – çĕнĕ двигатель унчченхипе пĕрешкел, ун çинче завод маркировки пултăр тата агрегат шыравра ан шутлантăр.

Автомашинăн темиçе харпăрлăхçă-тăк, машинăна вĕсенчен пĕри çине регистрацилеме килĕшсе ГИБДД уйрăмĕнче заявлени çыраççĕ е учета илесси мĕнпур харпăрлăхçăсен нотариус çирĕплетнĕ килĕшĕвĕпе пурнăçланать. Çавăн пекех çĕнĕ саккун автомобиле хуçин паспорчĕпе кăна мар, вăхăтлăх удостоверенипе те учета илме ирĕк парать. Кунсăр пуçне транспорта утилизациленине ĕнентерекен документсен переченьне те анлăлатнă.

Приказпа туллин Раççей ШĔМ-ĕн право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче паллашма пулать.

Александр ИРБИТСКИЙ,

полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн РЭГ аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика