ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Çĕнĕ йĕркепе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.02.2019 10:22 Просмотров: 80

Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн куçман пурлăхăн кадастр хакне палăртнин кăтартăвĕсене çирĕплетекен йышăнăвĕ январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ.

Иртнĕ çул Чăваш енре капиталлă строительствăн 764 пин ытла объекчĕ, промышленноçăн тата ытти пĕлтерĕшлĕ 135 пин ытла çĕр участокĕ патшалăх кадастр хаклавĕ витĕр тухнă. Ăна федераллă саккунпа килĕшÿллĕн çĕнĕ правилăсемпе ирттернĕ. Тĕп уйрăмлăхĕ – хаклав ĕçне аукционсемпе конкурссенче суйланă хаклав организацийĕсем мар, патшалăх бюджет учрежденийĕсем ирттерни. Республикăра çак тĕллевпе Юстици министерствин «Чуваштехинвентаризаци» бюджет учрежденине туса хунă.

Палăртмалла: кадастр хаклавне виçĕ çулта пĕр хутран тăтăш мар тата 5 çулта пĕр хутран сайра мар ирттереççĕ.

Кăçал пурăнакан вырăнсенчи 476 пин ытла çĕр участокне, 2020 çулта вăрман фончĕн тата уйрăм сыхлаври территорисемпе объектсен çĕрĕсене, 2021 çулта ял хуçалăх çĕрĕсене, 2022 çулта шыв фончĕн çĕрĕсене хаклама палăртнă.

Пĕлтĕрхи кадастр хаклавĕн кăтартăвĕсене Чăваш ен Юстици министерстви çумĕнчи тавлашусене пăхса тухакан комиссинче хирĕçлеме юрать. Мĕнпур ыйтусемпе «Чуваштехинвентаризаци» учреждение (Шупашкар хули, Бабушкин урамĕ, 8-мĕш çурт) килме пултаратăр. Телефонĕ – 57-03-07, электронлă почта – Этот адрес электронной почты защищён от спам-ботов. У вас должен быть включен JavaScript для просмотра..

Д.ЖАРОВ,

Чăваш ен Юстици министерствин пресс-секретарĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ