ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Çитменлĕхсем 2,5 пине яхăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.02.2019 10:23 Просмотров: 17

Росреестрăн Чăваш енри управленийĕ патшалăх çĕр асăрхавĕ тĕлĕшпе иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

Пĕтĕмпе 5417 тĕрĕслев ирттернĕ, вăл шутра унччен тăратнă предписанисем тĕлĕшпе те. Çĕр законодательствине пăснă 2491 çитменлĕхе тупса палăртнă. Чи нумаййи – Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, çавăн пекех Шăмăршă тата Муркаш районĕсенче. Пĕтĕмпе 777 çынна 6,5 млн ытла тенкĕлĕх штрафланă.

Пĕлтĕр управлени административлă 644 тĕпчев ирттернĕ. Вĕсем тăрăх плана кĕмен 433 тĕрĕслев тунă, 368 тĕслĕхĕнче çитменлĕх фактне тупнă. Предписанисем тăрăх 1939 çитменлĕхе пĕтернине палăртнă. Хушнине пурнăçламаншăн административлă йĕркене пăсни çинчен 165 ĕç пуçарнă.

«Ăнланусăрлăх, кÿршĕсемпе тавлашу сиксе ан тухтăр тесен çĕр чиккисене саккунлăн палăртмалла. Уйрăм тĕслĕхсенче, харпăр хăй ирĕкĕпе кĕрсе кайнă çĕр лаптăкĕн правине суд урлă та саккунлăха кĕртеймесен хăй тĕллĕн лартнă хуралтă-хÿмесене пăсма ыйтаççĕ», – пĕлтерет Управлени ертÿçин заместителĕ Татьяна Васильева.

Росреестр управленийĕ çавăн пекех муниципаллă çĕр асăрхавĕн материалĕсем йышланнине палăртать. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн айăплă 127 çынна явап тыттарнă, штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 640 пин ытла тенкĕпе танлашнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ