Шыçă чирĕпе кĕрешесси – тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.02.2019, 10:23 Просмотров: 536

Хальхи вăхăтра онкологи чирĕсен ыйтăвĕ Раççейре кăна мар, Чăваш енре те çивĕч тăрать.

Çапах республикăра усал шыçăпа чирлекенсен шучĕ Раççейри тата Атăлçи округĕнчи вăтам кăтартуран чылай пĕчĕкрех. Ыйтăвăн çивĕчлĕхне кура патшалăх влаç органĕсем онкологи пулăшăвне вăйлатассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те палăртнă.

Уйрăмах ÿпке, апат хуранĕн, пыршă, кăкăр, ÿт ракĕсем анлă сарăлнă. Çыннăн сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿрекен сăлтав нумай – пирус туртни, эрех-сăрапа иртĕхни, тĕрĕс мар апатланни тата ытти те. Пирус туртнăран, сăмахран, ÿпке, çăвар, пыр, апат хуранĕн, ытти органăн ракĕ пуçланма пултарать. Папиллома вирусĕ, сăмахран, амалăх пырĕн чирне аталантарать, В тата С вирусĕсем пĕвере сиенлеççĕ. Тĕрĕс мар апатланни апат хуранне, пыршăсене чире ярать.

Чире вăхăтра палăртни тата сипленни – онкологи чирĕсенчен хăтăлма пулăшакан тĕп çул-йĕр. Хăв тĕллĕн сипленнипе чиртен хăпаймăн. Çавăнпа шыçă паллисене асăрхасан тÿрех медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Яланах асра тытмалла% вăхăта тăсма кирлĕ мар.

Чăваш енри медицина учрежденийĕсен диагностика службисен пурлăхпа техника никĕсĕ паянхи самана ыйтнине туллин тивĕçтерет. Хальхи вăхăтра шыçă чирĕсен диагностикинче рентген, ультрасасă, радиоизотоп тата ытти тĕрлĕ тĕпчев мелĕсемпе усă кураççĕ.

2015 çулта Чăваш Республикинче усал шыçăсен 54,7 процентне 1–2 тапхăрта тупса палăртнă. 2018 çулта кăтарту 55,7 процентпа танлашнă. Çакă чи малтанах республикăра хальхи йышши диагностика технологийĕсем аталаннипе тата сиплев меслечĕсен, çак шутра диспансеризаци программи те, тухăçлăхĕ ÿснипе çыхăннă. 2018 çулта диспансеризаци вăхăтĕнче 433 пациентăн шыçă чирне асăрханă, 70 процента яхăн чире малтанхи тапхăрта палăртнă. 2018 çулта ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви Раççей Федерацийĕн «Медицина ĕç-хĕлĕнчи пахалăхшăн тата хăрушсăрлăхшăн» премийĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Чирлисене онкологи диспансерĕнче ятарлă тата пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Тĕп сиплев меслечĕсен шутне хирурги мелĕ, эмелсем (химиотерапи тата гормонотерапи), пайăрка терапийĕ (радиотерапи) кĕреççĕ. Кашни чир тата пациент валли уйрăм сиплев çирĕплетеççĕ. Çав программăсене хатĕрлеме хирургсем, химиотерапевтсем, радиотерапевтсем хутшăнаççĕ.

2018 çулта онкодиспансера çĕнĕ йышши диагностика тата сиплев оборудованийĕ килсе çитнĕ. Вăл пулăшнипе специалистсен сиплев ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе анлăрах усă курма, кăткăс операцисем тума май пур.

2019 çулта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ старт илчĕ. Унта «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» федераци проекчĕ пысăк вырăн йышăнать. Шыçă чирĕсемпе наци шайĕнче кĕрешмелли çинчен Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртнă. Президент ку енĕпе ятарлă программа пурнăçлама, çивĕч çак ыйтăва татса пама ăслăлăха, хамăр çĕршыври фарминдустрие явăçтарма, онкоцентрсене модернизацилеме сĕннĕ. Проекта тапхăрпа 2024 çулччен пурнăçа кĕртме палăртнă.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви регион проекчĕн паспортне хатĕрленĕ. Наци проектне пурнăçланă май республикăра амбулатори онкологи пулăшăвĕн тăватă центрне йĕркелеме, республикăри онкодиспансера медицина оборудованийĕсемпе пуянлатма йышăннă.

Халăх тата сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ онкологи чирĕсемпе пĕрле кĕрешсен тин ăнăçу тума пулать. Пациентăн кăмăл çирĕплĕхĕ, чире тата мĕнпур йывăрлăха парăнтарма хатĕрри уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Онкологи чирлĕ çыншăн çеç мар, унăн çывăх çыннисемшĕн те пысăк тĕрĕслев. Çак тапхăрта çын пурнăç çине урăхла пăхма пуçлать, тепĕр чухне сипленес кăмăлĕ те пĕтет. Пациент мĕн чухлĕ маларах пурнăç хакне туйса илет – сиплев çавăн чухлĕ ăнăçлăрах иртет. Чирлĕ çын виçĕ çул юппинче тăрать. Чир, тухтăр тата чирлĕ çын хăй. Мĕнле çула суйласа илесси унран килет. Хăшĕнпе хăйне çывăхрах туять – çавă çĕнтерет.

Сергей АГАФОНКИН,

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман

тĕп специалист онкологĕ, республикăри онкологи

диспансерĕн 6-мĕш хирурги уйрăмĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика