Ăнăçлă пуçларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.02.2019, 10:24 Просмотров: 531

Иртнĕ çул Вăрнар районĕ спортăн чылай тĕсĕпе республикăра мала тухнă.

Районта кăна 74 ăмăрту иртнĕ. Вăрнар спортсменĕсем Пĕтĕм Раççейри вунвиçĕ, республикăри 54 ăмăртăва хутшăннă. Чăваш ен первенствипе чемпионачĕсенче район командисем футбол енĕпе 1-мĕш, хĕллехи полиатлон енĕпе 1-мĕш, спорт çемйисен тупăшăвĕнче 1-мĕш, йĕлтĕр спортĕнче 2-мĕш, çуллахи ял спорт вăййисенче 2-мĕш, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе 3-мĕш, çуллахи полиатлонра 3-мĕш, йывăр атлетикăра 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çамрăк хоккеистсем – «Ырă пăр» Кубокĕн çĕнтерÿçисем. «Ылтăн шайба» турнирăн бронза призерĕсем. «Химик-Август» футбол команди – Чăваш Республикин чемпионĕ, «Приволжье» Кубокĕн тата Раççей первенствин «Приволжье» зонин çĕнтерÿçи.

Ирĕклĕ кĕрешÿ ăсталăхне алла илекенсем кăçалхи кăтартусене сумлă тÿпе хывма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн шкул ачисем хушшинче пыракан спартакиада йĕркипе района 2-мĕш вырăна кăларчĕç.

– Пире, паллах, пĕрремĕш вырăна çирĕп тытса пыракан Шупашкар хулипе танлашма йывăртарах. Унчченхи çулсенче тĕп хулана районсем çине пайланă чухне урăхларахчĕ. Тепĕр тесен, вĕсен пĕтĕмĕшле кăтартăвне Вăрнар район кĕрешÿçисен те – олимп резервисен училищинче вĕренекенсен результачĕсем кĕни савăнтарать, – терĕ Юрий Григорьевич Львов тренер.

Спартакиадăри кĕмĕл вырăна вăрнарсем канашсемпе пайланă. Медальсен шучĕ, тĕсĕ икĕ район кĕрешÿçисен те пĕрешкел.

Çĕнтерĕве тÿпе хываканĕсем вунулттăн. Екатерина Кошкинан, Дмитрий Львовăн, Анастасия Павлован – ылтăн медальсем.

Юлия Никитина, Инна Шурбакова, Любовь Кириллова, Анастасия Краснова, Леонардо Семенов кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ.

Эвелина Яковлева, Мария Смирнова, Елена Петрова, Александра Волкова, Анастасия Максимова, Денис Федоров, Семен Семенов, Данил Федоров бронза медальсене тивĕçнĕ.

Паян район кĕрешÿçисем Патăрьелĕнче иртекен республика турнирĕнче тупăшаççĕ. Уйăх вĕçĕнче вара Настя Краснова Оренбургра Атăлçи тăрăхĕнче мала тухассишĕн кĕрешет, 16 çула çитмен спортсменкăсем – Ульяновск облаçĕнче пулакан ăмăртура.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика