Кĕнекесем парнелерĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:13 Просмотров: 314

Шел пулин те, компьютерпа смартфонсен ĕмĕрĕнче ачасем алла кĕнеке сахалрах тытакан пулчĕç. Кĕнекесĕр вара чăн-чăн пĕлÿ çук.

Хапăс шкул администрацийĕ библиотека фондне çĕнетме майсем тупма тăрăшать. Ачасен çĕнĕ кĕнекесене алла тытсан вĕсемпе паллашмасăр тата вуламасăр тăма хевте çитес çук. Кăмакаран анчах пиçсе тухнă апат пекех-çке!

Çак кунсенче Хапăс шкулĕн библиотекине спонсор пулăшăвĕ çитнĕ. Мускаври авиаци материалĕсене тĕпчекен наука институчĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ жанрлă кĕнекесене шкула парнеленĕ. А.Беляев, Ю.Бондарев, Н.Гоголь, М.Горький, В.Катаев, В.Пикуль, А.Толстой, Л.Толстой, В.Шишков, М.Шолохов кĕнекисем библиотека çÿлĕкĕсем çинче выртма та ĕлкĕреймен, вĕсене ачасем савăнсах алла илме пикеннĕ.

Раççей историне халалланă кĕнекесем тата мĕне тăраççĕ! Тĕслĕхрен, Е.Ю. Спицын пухса хатĕрленĕ 5 томран тăракан «История России» кĕнекене сайра библиотекăра тупма пулать. Пирĕн ачасем вара çакăн пек пуян материалпа паллашма пултараççĕ. Уйрăмах истори предмечĕпе экзамен тытма хатĕрленнĕ вĕренекенсем савăннă.

Февралĕн 14-мĕшĕнче календарьти чи çам-рăк уява – Кĕнеке парнелемелли пĕтĕм тĕнчери куна – паллă турĕç. Çак тĕллевсемпе районти библиотекăсенче те «Кĕнеке юратупа парнеле» акцисем иртрĕç.

Районти ача-пăча литературин уйрăмĕ тата «Умничка» ача-пăча клубĕн ертÿçи Елена Максимова пĕрлешсе поселокри «Рябинка» ача садĕнче чăн-чăн уяв йĕркеленĕ.

Библиотекарьсем юмах сăнарĕсене çаврăнса театрализациленĕ мероприятипе савăнтарнă. Ача садне Шапоклякпа Кузя килсе çитнĕ. Тухатмăш карчăк кĕçĕннисене ыйтусемпе, тупмалли юмахсемпе «мучитленĕ». Ачасем маттур, кашни заданиех тĕрĕс пурнăçланă. Елена Максимова вĕсене ача-пăча кĕнекисем парнеленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика