Паттăрлăх манăçмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:14 Просмотров: 263

Çĕрпелти ял библиотекинче воин-интернационалистсен паттăрлăхне çĕклесе «Афганистан – пирĕн ырату тата астăвăм» ятпа патриотизмла мероприяти иртнĕ.

Хисеплĕ хăнасен йышĕнче – Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Геннадий Николаев отставкăри подполковник, Владимир Мефодьев отставкăри капитан, Афганистан вăрçине хутшăннă Олег Николаев, Николай Алексеев, Таджикистанри хирĕçтăрусене хутшăннă Андрей Петров, Чечня вăрçин участникĕсем Валерий Кириллов тата Юрий Кочанов, Кайри Тукайри ветерансен канашĕн председателĕ Борис Васильев, ĕç ветеранĕ Леонид Федоров.

Мероприятие Çĕрпел шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăннă. Ирина Степанова библиотекарь ку тăрăхри çар çыннисен паттăрлăхĕпе, кун-çулĕпе паллаштарнă май, вĕсем хушшинче тематикăллă викторина йĕркеленĕ.

Çар учечĕн инспекторĕ Елена Голубцова тата культура çурчĕн ертÿçи Надежда Ванюшина çамрăксене паттăрсен тĕслĕхĕпе Тăван çĕршыва юратма, патриотизм туйăмне вăйлатма чĕнсе каланă. «Совет офицерĕсен союзĕн» районти уйрăмĕн председателĕ Николай Васильев уйрăм çынсене астăвăм медалĕсемпе чысланă. Сăмах май, ку тăрăхран Афган вăрçине 22-ĕн хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика