Чирлекенсен йышĕ пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:16 Просмотров: 622

Республикăра грипп тата респираторлă вирус инфекцийĕсемпе чирлекенсен йышĕ пысăк. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 100 пин çын пуçне 583-шĕ чирленĕ.

Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, инфекци Çĕпĕртен килнĕ. А вирус инфекцийĕ вăл. Чăваш енре чирлекенсен шучĕ 36 процент ÿснĕ. Шупашкарта – 5, Çĕнĕ Шупашкарта – 3, Çĕмĕрлере 1 шкула хупнă. 20 класра вĕренĕве вăхăтлăха чарнă. Карантинра – 500 ытла шкул ачи.

Респираторлă вирус инфекцийĕсемпе шкул çулне çитмен ачасем ытларах чирлеççĕ. Грипп вирусĕ вĕсемшĕн йывăртарах. Çавăнпа эпидсезон вăхăтĕнче халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче сахалрах пулмалла, массăллă мероприятисене хутшăнмалла мар. Çак вăхăтра хăнасене чĕнни те вырăнсăр. Ку тапхăрта ачасене витаминпа пуян апат çитермелле. Пÿлĕме тăтăш уçăлтармалла. «Ачасем яланах алă çуччăр, обществăлла вырăнсенче пите, сăмсана, куçа алăпа ан сăтăрччăр. Организма вируссем çапла майпа ытларах лекеççĕ. Гаджетсем те чир-чĕре сарăлма пулăшаççĕ. Ача чирлесен тухтăра киле чĕнмелле. Врач çырса панă эмелсене кăна ĕçмелле. Чирли валли уйрăм пÿлĕм уйăрсан аван. Çемьере ыттисен маскăпа çÿремелле. Сунаслакан, ÿсĕрекен, сăмса юхтаракан ачасене садике, шкула ямалла мар», – асăрхаттараççĕ тухтăрсем.

Чирлекенсен шучĕ ÿснине шута илсе Чăваш енри 15 инфекци стационарĕнче хушма вырăнсем йĕркеленĕ. Грипран пулăшакан чи лайăх профилактика – вакцинаци туни. Ăна сентябрь–октябрь уйăхĕсенче сывă ачасене (6 уйăхран пуçласа) тăваççĕ. Ачасене кăна мар, çемьери кашни çыннах прививка туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах аслашшĕ-асламăшне те, кукашшĕ-кукамăшне те хăвармалла мар. Мĕншĕн тесен вĕсем грипа пушшех йывăррăн тÿссе ирттереççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика