Савăнтарчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:54 Просмотров: 642

Нимĕнле уяв та Уравăш ялĕнче юрă-ташăсăр иртмест. Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне те уравăшсем тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Çак кун культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ачасен «Телей пайăркисем» ушкăн халăха пысăк концертпа савăнтарчĕ. Ертсе пыраканĕсем – ушкăн солисчĕсем Алина Федоровапа Матвей Кудров. Чăннипе пултаруллă ачасем! Вĕсем çĕршыва сыхлакансене халалласа юрларĕç, сăвăсем каларĕç, ташларĕç.

Çавăн пекех Прокопьевсен çемье дуэчĕ (ашшĕпе хĕрĕ) чăваш юррисем шăрантарчĕ. Концерт халăха питĕ килĕшрĕ. Вĕсем тăвăллăн алă çупрĕç, тав турĕç.

Концерт хыççăн хĕсметре тăнă арçынсемпе пулас салтаксем хушшинче чăн-чăн тупăшу иртрĕ. Вăй виçес, автомата хăвăрт сÿтсе пуçтарас, винтовкăран тĕл перес, çĕрулмине хăвăрт шуратас енĕпе ăмăртрĕç.

Винтовкăран тĕл перессипе Сергей Кудров чи маттурри пулчĕ. Вăл салтакран таврăнни çирĕм çул ытла пулсан та ку хăнăхăва манса кайман-ха. Тупăшура çамрăксен ушкăнĕ çĕнтерчĕ.

«Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă», – тенĕ ĕлĕкренех. Эпир те çак маттур çамрăксенчен хăюллă та паттăр салтаксем пуласса, вĕсем Тăван çĕршыва, тăван халăха чыслăн хÿтĕлессе шанатпăр, ĕненетпĕр.

Любовь ЛУКИНА.

Уравăш.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика