Хÿтĕлевçĕсене чысласа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:55 Просмотров: 351

Раççей çарĕн тĕрлĕ тĕсĕсенче службăра тăнисен обществăлла пĕрлешĕвĕсем районта чăннипех хастар тимлени курăнать. Çарпа патриотизм юхăмне аталантарассине вĕсем курăмлă тÿпе хываççĕ.

Çамрăксене хăйсен тĕслĕхĕпе илĕртсе тĕрĕс воспитани пама пулăшнине те палăртмалла. Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне уявлассинчен те ку пĕрлешÿсем нимĕнле те аякра юлма пултарайман. Вĕсем тăрăшнипех уяв концерчĕ патриотизм, мăнаçлăх туйăмĕпе тулнă. Çак кун сцена çинче çĕршывăн чăн хÿтĕлевçисем – пограничниксем, Германире службăра пулнисен организацийĕн пултарулăх ушкăнĕ, ыттисем – хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарни праçнике уйрăм илем кÿнĕ. Казаксен хорĕн юрри-ташши те – пуриншĕн те хÿхĕм парне.

Уява Мускавран килсе çитнĕ хăна – «Сыны Отечества» организацин хастарĕ Эрик Васильевич Васильев полковник – уçнă. Пухăннисене «Боевое братство», «Пограничное братство» вырăнти пĕрлешÿсен ертÿçисем Олег Никитинпа Иван Яковлев, Совет офицерĕсен союзĕн председателĕн заместителĕ Владислав Кудряшов, Йĕпреç тата Вăрнар çар комиссариачĕн ятĕнчен Елена Голубцова, ыттисем саламланă.

Чи пултаруллисем, хастаррисем «Георгий хĕресне – 200 çул» паллăна, медальсене, обществăлла пĕрлешÿсен ытти наградисене тивĕçнĕ.

«Çĕршыв хÿтĕлевçисене мухтакан уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Чыслăн, нумайлăха асра юлмалла. Тăван çĕршыв мăнаçлăхне кăтартассипе, çамрăксене хÿтĕлевçĕ тивĕçне ăнлантарассипе çыхăннă ĕçе эпир малалла та тăсасшăн», – пĕлтерчĕ çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕсен «Доблесть» вырăнти пĕрлешĕвĕн председателĕ Андрей Николаев.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика