Иван Мошкин – чи лайăх футболист

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:56 Просмотров: 372

Арçынсен уявĕнче районăн çамрăк футболисчĕсем Чулхула облаçĕнчи Воротынец хулинче иртнĕ уçă турнира хутшăннă.

Вăрнарсем унта кÿршĕлле регионти Воротынец, Пильна, Сеченово, Сергач тата хамăр республикăри Етĕрне командисемпе тупăшнă.

Пĕрремĕш вăйăра Вăрнарти «Рассвет» ФСК командăна Чулхула облаçĕн чемпионĕпе – «Волгăпа» – кĕрешме тÿр килнĕ. Матч хĕрÿ иртнĕ, вăрнарсем парăнман, юлашки минутчен 4:3 шута тытса пынă. Анчах та шăхлич янăриччен темиçе çеккунт маларах чулхуласем шута танлаштарнă.

Сеченово хулин командине Вăрнар футболисчĕсем 14:0 шутпа çапса аркатнă.

– Шел те, турнир хуçисемпе вăйă пĕр тан шутпа вĕçленни пире 1-мĕш вырăншăн тупăшма май памарĕ. Эпир 3-мĕш вырăншăн Сергач командипе кĕрешрĕмĕр, вĕсене 6:1 шутпа парăнтартăмăр, – пĕлтерчĕ Геннадий Герасимов тренер.

«Рассвет» ФСК командин футболисчĕ Иван Мошкин турнирта 14 гол кĕртнĕ, çавна май вăл «Чи лайăх бомбардир» ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех турнир йĕркелÿçисем Ваньăна «Чи лайăх тапăнса вылякан» тесе те палăртнă.

Канмалли кунсенче Вăрнарти «Химик» стадионта та футбол турнирĕ иртнĕ. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕн Владимир Свешниковăн парнисемшĕн малтанхи кун 2007–2008 çулсенче çуралнă каччăсем кĕрешнĕ. Пĕтĕмпе сакăр команда – Вăрнартан, Шупашкартан, Канашран тата Çĕрпÿрен. Малти икĕ вырăна «Химик» спорт клубĕн командисем йышăннă, виççĕмĕшĕнче – Шупашкарти «СШ-2018-1» команда. Чи лайăх вăйăçсен шутĕнче «Химикăн» футболисчĕсем те пур: Никита Леонтьев тата Иван Шашков.

Вырсарникун 8–9 çулхи ачасем хушшинче иртнĕ мини-футбол ăмăртăвне те сакăр команда хутшăннă. «Химик» команда унта кĕмĕл призер пулса тăнă. Виктор Павлов турнир тăршшĕпе 14 гол кĕртсе «Чи лайăх бомбардир» ята илнĕ. Олег Яковлев – чи лайăх тапăнса вылякан.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика