Лавккасенче вăрлаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:57 Просмотров: 580

Кирек хăш уйăхри   кăтартусене илсен те, районти киревсĕр ĕçсен хисепĕнче ют пурлăха çаратнă тĕслĕхсем пуринчен ытла.

Иртнĕ эрнесенчи криминаллă хыпарсенче, акă, лавккасенчен вăрланă е тавар илсе тухма хăтланнă тĕслĕхсем темиçе те. Шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Вăрнарта чечек сутакан пĕр лавккаран торф таблеткисем 80 таран йăкăртнă. Вăрттăн ĕçе тăваканĕ 48-ти хĕрарăм тесе шутлаççĕ. Унччен маларах тепĕр лавккаран Вăрнарти 48-ти арçын эрех кĕленчи çаклатса тухма хăтланнă. Саккуна хирĕç каясси уншăн çĕнĕ мар, маларах та судпа айăпланнă. Виççĕмĕш тĕслĕхре вара 51-ри арçын поселокри лавккара икĕ тĕрлĕ шоколад плиткисене 500 тенкĕлĕх вăрланă. Вăл та пĕрре кăна мар саккуна пăснăскер.

Суд умĕнче явап тытнă çынсем хăйсен «ĕçне» пăрахманни, шел те, сайра мар. Февралĕн 15-мĕшĕнче, сăмахран, 21-ри çамрăк, ниçта та ĕçлеменскер, Вăрнарти пĕр çуртра пуçтахланнă: ЖК-телевизор, юбилейлĕ тимĕр укçасем чылай илсе тухнă. Айкăш ялĕнче вара унччен те судпа айăпланнă Н. пĕр хуçалăхри лаççа çăра çĕмĕрсе кĕнĕ те икĕ чукун хуран, çунашка, чăх йăкăртма хăтланнă. Анчах ĕç тухман – ун çулне кÿршĕсем пÿлнĕ.

Вăрнарта çавăн пекех 22-ри хĕр 48-ти пĕлĕшĕнне тĕрлĕ кунсенче 10000 тата 8000 тенкĕлĕх телефонсем вăрлани пулнă. Телефонсем пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн «ураланнă». Тепĕр тĕслĕхре Первомайски урамĕнчи хуçалăхран такам «пулăшнипе» 2 «болгарка», дрель çухалнă. Ăна палăртассипе йĕрке хуралçисем ĕçлеççĕ.

Ултавлă ĕç çинчен те пĕлтереççĕ полици пайĕнчен. Мушенниксем 81-ри ватă патне шăнкăравланă-мĕн. Аварие лекнĕ мăнукне пулăшма шантарса 150000 тенкĕ ыйтнă. Юрать, ватă çын сыхлăха çухатман, укçана палламан çынсене куçарса паман.

Февраль пуçламăшĕнче ГИБДД сотрудникĕсем Узбекистан çынни тытса пынă «Шевроле Лачетти» машинăна Вăрнарта чарнă. Салонра ку çĕршыв гражданĕсем водительсĕр пуçне тата виççĕн пулнă. Вĕсенчен иккĕшĕ миграци саккунĕсене пăхăнманни – Раççейре регистрацисĕр пурăнни – палăрнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика