Кашни класс маттур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:57 Просмотров: 380

Хапăс шкулĕнче оборонăпа спорт уйăхлăхне вĕçлесе кашни çулах стройпа юрă смотрĕ иртет. Унта мĕнпур класс активлă хутшăнать. Кашни класăн ятарлă форма пур.

Кăçал та Хапăс шкулĕнче вĕренекенсем çак смотрта хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, вĕсенчен çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пуласси куçкĕрет.

Чи маттуррисем 4, 8, 11-мĕш классем пулчĕç. 8-мĕш класра вĕренекенсем, кадет класĕнчи ачасем, тĕрлĕ слетсемпе смотрсене хутшăнса шкул чысне район тата республика шайĕнче хÿтĕлеççĕ.

Савăнăçлă уява районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Галина Виноградова çитнĕ. Вăл 9-мĕш класри Анастасия Тикиневана вĕренÿри тата спортри çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнине ĕнентерекен свидетельствăна парса саламларĕ. Ачасене çирĕп сывлăх, мирлĕ те лăпкă пурнăç, пур çĕрте те ĕлкĕрсе пыма, малтисен ретĕнче пулма сунчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика