Яваплăха пĕчĕкрен туйни пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:58 Просмотров: 355

Калининăри вăтам шкулта спортпа массăллă тата çарпа патриотизм ĕçĕн уйăхлăхĕн йĕркипе 5-мĕш классене юнгăсен ретне илнĕ.

Отряд ентешĕн, ку шкултан вĕренсе тухнă Валерий Федоров адмиралăн ятне çÿлте çĕклесе пырĕ. Ун йышне икĕ 5-мĕш класс пĕрлешнĕ. Ертÿçисем – Надежда Владимировна Тикинева тата Антонина Вениаминовна Васильева.

Эстафетăна кĕçĕннисене юнгăсен 9-мĕш класĕ панă. Хăйсем ку тапхăрччен епле ĕçлесе пынипе отряд командирĕ Артем Яковлев паллаштарнă, хăйсен патриотла ĕçне малалла тăсакансене ăнăçу суннă. Аслисем çĕнĕ отряда чăмăртаннисене галстуксем çыхса янă.

Чи яваплă самант – ачасем тупа туни. Вĕсем юнгăсен ятне тивĕçлипе тытса пыма, тĕрĕслĕхе мала хума шантарнă. Çак кун вĕсемшĕн уйрăмах асра юлнă – 5-мĕш классем аслă пурнăçа пĕрремĕш яваплă утăм тунă.

Çавăн пекех Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Калинино шкулĕнче стройпа юрă смотрĕ иртнĕ. Унта кашни класс хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.

Тен, тепри ку мероприятисен пĕлтерĕшне пысăк хак памĕ. Анчах та пĕтĕм ачана патриотла ĕçе хутшăнтарнин чысĕ çав тери пысăк. Ку енĕпе республикăри сайра хăш шкул мухтанма пултарать. Чи малтанах Лев Николаевич Ефимовăн кунсеренхи ĕçĕн çимĕçĕ ку. Ачасен хăйсен, вĕрентекенсен тăрăшулăхĕ, вăйĕ. Александр Суворовăн «Итлени, дисциплина, вĕренÿ – çакă вăл çĕнтерÿ!» сăмахĕсене кунти кашни вĕренекен асра тытать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика