Тĕрлĕ ыйтупа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:58 Просмотров: 398

Депутатсен районти Пухăвĕн 43-мĕш ларăвĕ тухăçлă иртнĕ: пăхса тухма палăртнă 17 ыйтупа йышăнусем кăларнă. Тĕп ыйту – муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайăн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕ.

Кăтартусемпе паллаштарса, депутатсем умне пай пуçлăхĕн заместителĕ – полици пуçлăхĕ Дмитрий Фирсов докладпа тухнă. Вăл вырăнти полици ĕçне кашни енпе уйрăммăн тишкернĕ. Çав шутра – оперативлă лару-тăрăва тĕрĕслевре тытассипе, преступноç шайне чакарассипе, преступленисене асăрхаттарассипе тата уçса парассипе, ытти енĕпе. Аса илтеретпĕр: районти йĕрке хуралçисен пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе район хаçачĕн январĕн 23-мĕшĕнчи номерĕнче туллин паллаштарнăччĕ.

Пуху полици пайĕ ÿсĕмлĕ тимленине палăртнă. Çав вăхăтрах преступленисем тунă çынсем, ĕçкĕпе аташакансем тĕлĕшпе асăрхава вăйлатма сĕннĕ. Ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсене те профилактика канашĕсенче уйăхсеренех пухăнса чи çивĕч ыйтусене пăхса тухма сĕнÿ пулнă.

Депутатсем çавăн пекех кăçалхи тата планпа пăхнă 2020–2021 çулсенчи бюджета улшăнусем кĕртессине йышăннă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн 2019 çулхи бюджетăн тупăш пайĕ 568184607,53 тенкĕпе, тăкаксен калăпăшĕ 606024312,90 тенкĕпе танлашмалла.

Ларура кунсăр пуçне тĕрĕслевпе счет органĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне те пĕтĕмлетнĕ, депутатсен Пухăвĕн хăшпĕр йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртнĕ, бюджет пурнăçлавĕн кăтартăвĕсемпе тата районăн 2035 çулчченхи социаллă-экономика аталанăвĕн стратегине çирĕплетессипе уçă итлевсем ирттермелли кунсене палăртнă, ытти ыйтусене пăхса тухнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика