Уртаракан чир хăратать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:59 Просмотров: 361

Урнă тилĕсем ял тăрăхĕсене, хушма хуçалăхсене кĕрсен обществăлла тата килти выльăх-чĕрлĕхе инфекци ертме пултараççĕ.

Уртаракан чир пур чĕрчуншăн та, çыншăн та хăрушă. Асăрханулăх пирки манмалла мар. Чăваш енре 2018 çул урнă 5 тилле тата 2 кушака тупса палăртнă. Чир сарăласран профилактика мероприятийĕсем ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Çав тĕллевпе районти ветеринари специалисчĕсем тилĕсен, килсĕр йытăсемпе кушаксен хисепне йĕркелесе тăраççĕ.

Уртаракан чир сарăласран ветеринари тата сунар ĕçĕсен специалисчĕсем ашпа тăранса пурăнакан чĕрчунсен шăтăкĕсем тата сукмаксем çывăхĕнче пĕлтĕр 1600 доза вакцина хурса тухнă. 9789 пуç мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе, 3830 пуç йытта, 3065 пуç кушака прививка тунă.

Иртнĕ çул районта килсĕр 94 йытта, 103 кушака тытнă, 250 тилĕпе 5 кашкăра персе вĕлернĕ.

Чĕрчунсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи икĕ уйăхра сунарçăсем 50 тилĕ тата пĕр кашкăр тытнă.

Районти ветстанцире ĕçлекенсем чĕрчунсене уртаракан чиртен вакцинаци тÿлевсĕр тăваççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем: 2-50-48, 2-56-67.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика