Ашшĕ çулĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2019, 08:57 Просмотров: 617

Этемлĕхĕн черченкĕ пайĕ тĕрлĕ ĕçре вăй хурать. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем те сахал мар. Акă «Санары» агрофирмăри Елена Мутина виççĕмĕш çул хурт-хăмăр пăхать.

Агрофирма утарĕнче 67 вĕлле. Калăпăшлăрах ĕçсем тумалла чухне Елена Васильевнăна   склад заведующийĕ Ираида Иванова та пулăшать. Ĕçченсем пĕлтĕр 1011 килограмм пыл пухса илнĕ.

Елена Васильевна хăйĕн ĕçне юратать, хурт-хăмăр çинчен хавхаланса калаçать.

– Пĕчĕк кăна вĕлле хурчĕ çу каçипе мĕн чухлĕ пыл пухать. Техĕмлĕ çимĕç витаминсемпе, минералсемпе пуян. Иммунитета çирĕплетет. Вар-хырăм ĕçне лайăхлатать, – терĕ вăл ăшпиллĕн.

Елена Мутина ашшĕ çулĕпе кайнă. Хурăнсур Çармăсра пурăнакан Василий Ильин – хурт-хăмăр ăсти. Çĕрпел ял тăрăхĕнчи хуçалăхсенче механизаторта тăрăшнă хыççăн «Санары» агрофирмăра тимленĕ, вунă çул ытла хурт-хăмăр пăхнă. Унăн ку ĕçри опычĕ пысăк. Василий Сергеевич пыл хурчĕсене 1982 çултанпа ĕрчетет. Елена Мутинан ачалăхĕ утарта иртнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Пыл хурчĕсем ылтăн çунаттисене сарса сĕрленине каçса кайсах сăнанă, хăй пултарнă таран ашшĕне пулăшнă. Хурт-хăмăра тĕрĕс-тĕкел упрама хăнăхнă.

Хăйне пĕчĕкренех ĕç пурнăç тыткăчи пулнине ăша хывма пулăшнăшăн Елена Мутина ашшĕ-амăшне чун-чĕререн тав тăвать. Çывăх çыннисенчен тĕслĕх илсе ывăлĕпе икĕ хĕрне те ĕçе хăнăхтарнă. «Ачасем çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр»,– палăртрĕ хурт-хăмăр ăсти.

Ывăлĕ, Дима, Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă, нумаях пулмасть салтакран килнĕ. Хĕрĕсем, Юльăпа Ангелина, шкулта ăс пухаççĕ.

Мутинсем Уравăшра тĕпленнĕ. Вĕсен кил хуçалăхĕ çирĕп. Елена Васильевна ачисемпе пĕрле тăван ялĕнче час-часах пулать, ашшĕ-амăшне пулăшма манмасть.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика