Ача-пăча тата çамрăксен кĕнекин эрни умĕн Вăрнарта пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Маргарита Кли-ментьевна Матвеева хурăнсур-çармăссене чаплă парне турĕ – ку ял библиотекине 200-е яхăн кĕнеке парнелерĕ.
Пуян содержаниллĕ, интереслĕ классика, илемлĕ литература изданийĕсем шăпах ку фондра вырăн тупни ăнсăртран мар. Маргарита Климентьевна çапла ашшĕ çуралнă ялпа тăванлăх йĕрне упраса хăварасшăн.
Климентий Тимофеевич Тимофеев Хурăнсур Çармăсра 1923 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăр участникĕ. Фронта ăна 1942 çулхи мартра илнĕ. Пенза облаçĕнче радистсене хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Хаяр çапăçусене çав çулах июньте Калинин фрончĕ йышĕпе кĕнĕ. Декабрьте аманнă. Каярах ентеш 1-мĕш Белорусси, 3-мĕш Прибалтика фрончĕсен йышĕнче фашистсемпе çапăçнă. Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Вăрçă чарăнсан тÿрех яла таврăнман Климентий Тимофеевич связист, 1949 çулччен Германи çĕршывĕнче службăра тăнă.
Нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăрла çапăçнăшăн ăна 1944 çулта «Хăюлăхшăн» медальпе, 1945 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Кăкăрне çавăн пекех «Германие çĕнтернĕшĕн» медаль те илемлетнĕ.
Тăван тăрăха таврăнсан вăл Вăрнарта тĕпленнĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех хими заводĕнче вăй хунă, ăс-тăнĕпе, мал опытлă шухăшĕсемпе палăрнă...
Ашшĕн çуралнă кĕтесĕнче пулни Маргарита Климентьевнан чунĕнче хумхану туйăмне вăратни тÿрех палăрчĕ. Ачалла, çамрăк чухне кунта ытлашши килсе çÿремен вĕсем. Çавăнпа та Алина Артемьева библиотекарьпе унччен пурăннă тăванĕ-пĕлĕшĕсене аса илни ун чĕрине ăшăтрĕ. Федор Кузьминăн историлле кĕнекисенчи сăнÿкерчĕксем пушшех те.
Маргарита Климентьевна кÿнĕ парне пĕтĕм ял çыннишĕн ырă ĕç пулнине палăртрĕ библиотекарь. Вĕсем, алран алла куçнă май, паттăр ентешĕн кун-çулĕпе курăнми çиппе çыхăнма май парĕç.
Хурăнсур Çармăсри вулав пункчĕ Çĕрпелти библиотека йышне кĕрет. Ун фондĕнче 5 пин енне кĕнеке. Ялта вулавпа туслисем йышлă. Уйрăмах Михаил Кондратьев, Петр Михайлов, Валентина Максимова, Галина Никитина, Анатолий Порфирьев, Мария Васильева нумай вулаççĕ. Шкул ачисем, уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекенсем, йышлăн çÿреççĕ.
Алина Артемьева библиотекарьте ултă çул ытларах тимлет. Маларах шут ĕçĕнче тăрăшнă вăл, анчах та культура тытăмĕнчен нихăçан та аякра тăман, концертсене яланах хастар хутшăннă.
Ял çыннисене вулавпа туслаштарас тĕллевлĕ мероприятисем кунта час-часах иртеççĕ. «Чи нумай вулакан» конкурс ирттересси йăлара. Библиотека кун-çулĕ пуян фотохроникăра сăнланнă.
Маргарита Климентьевна Матвеева, ĕмĕрĕпе вĕрентÿ тытăмĕнче, вăл шутра нумай çул директорта тимленĕскер, сăнÿкерчĕксенче ачасем ытларах пулнине ырласа палăртрĕ. Вăл парнеленĕ кĕнекесем хушшинче çамрăксем валли те авторсем пур.
– Çĕнĕ кĕнекесене ял çыннисем хапăлласах вулаççĕ. Халĕ, ак, çÿлĕксем патшалăх программипе тулассине кĕтмесĕрех вулакана кăсăклă изданисене сĕнме май çуралчĕ, – хаваслăн пĕлтерчĕ Алина Артемьева Маргарита Климентьевнана тав тунă май.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |