Вăрнар студенчĕсене Крыма чĕннĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.03.2019, 11:23 Просмотров: 401

Саранскра иртнĕ студентсен шырав от-рячĕсен Пĕтĕм Раççейри слетне 33 регионти 100 ытла çамрăк хутшăннă.

Чăваш ен студенчĕсен делегацийĕ йышне Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн «Патриотсем» шырав отрячĕн командирĕ Альберт Ганеев та кĕнĕ. Сăмах май, Чăваш енрен ку мероприятие пиллĕкĕн кăна хутшăннă.

Слет çав тери тулăх иртнĕ. Çамрăксене çĕршыва хÿтĕлесе паттăррăн вилнисен тата хыпарсăр çухалнисен шăпине Раççей Оборона министерствин тата архив докуменчĕсем тăрăх палăртма вĕрентнĕ, вĕсем Мордови Республикинчи шырав юхăмĕн йĕркелÿçисемпе тĕл пулнă, студентсен шырав отрячĕсене аталантарассине сÿтсе явнă.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче патриотизм юхăмне аталантарасси – яланах тимлĕхре. Вĕсем ку енĕпе иртекен смотрсене, çар вăййисене яланах хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Техникумăн «Патриотсем» шырав отрядне В.В.Дмитриева ертсе пырать. Палăртма кăмăллă, Вăрнар студенчĕсене Крымра пулакан «Вахта Памяти» мероприятие тата Волгоград облаçĕнче иртекен шырав экспедицине чĕннĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика