Асаилÿ чуна çĕклет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.03.2019, 11:25 Просмотров: 664

Çуралнă, ачалăхпа çамрăклăхаирттернĕ вырăн пуриншĕн те чи хакли. Маншăн та Вăрнар ра-йонĕнчи Уйкас Кипекрен çывăххи çук. Хамăр ял-йыш ялан асăмра. Вĕсем çемçе, япшар кăмăллă, пурне те ырлăх сунакансем. Çавăнпах унталла чун туртăнать.

Ял историне аса илес пулсан, çакă та интереслĕ. 1930 çулта пирĕн ялтан вунçичĕ çемье уйрăлса, вĕсен шутĕнче Иван Герасимов, Иван Яковлев, Владимир Иванов çемйисем, Талхир ялне йĕркеленĕ. Каярахпа çав ял самаях пысăкланнăччĕ. Халь вара çук.

Колхоз çирĕпленсе çитнĕ çулсенче пирĕн ял кĕрлесе, шавласа тăратчĕ% уй-хирте машинăсемпе тракторсем, фермăсенче ĕне сумалли агрегатсем кĕрлени, сыснасемпе ытти выльăх сасси чуна хавхалантаратчĕ. Техника юсавĕн мастерскойĕнче нумай енлĕ ăстаçăсем валли ĕç яланах пурччĕ.

Паллах, халь техника прогресĕ çÿлтен-çÿле хăпарса пынă чух, кĕреçепе-сенĕкпе, çава-кĕреплепе ĕçе нумай малалла яраймăн. Çÿллĕ шайлă специалистсем хăватлă техникăпа пур ĕçе те хăвăрт та тухăçлă тăваççĕ.

Вăйлă «Звезда» колхоз саланчĕ. Юрать-ха, Вячеслав Ижелеевпа Виталий Яковлев уй-хирпе те, ферма çурчĕсемпе те пĕлсе усă кураççĕ, тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ. Ÿркенменнисем валли ĕç вырăнĕ тупăнатех.

Ку ялта клуб та хупă тăмасть. Анчах унăн ĕçне çÿлелле çĕклеме кашни килте телевизор пурри, унпа тем те пĕр курса пĕлме май пурри чăрмантаратех пулас.

Çак кунсенче çитмĕлтен иртнĕ Людмила йăмăкпа шухăшпа Уйкас Кипекĕн вăрăм урамĕсем тăрăх утса кашни киле кĕрсе тухрăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен çакă паллă пулчĕ: юлашки çулсенче пирĕн ялăн ÿлĕмри шăпи ытти ялсенчен чылай уйрăлса тăмасть.

Акă, пурăнмалли пÿртсен хисепĕ ĕлĕк те, 30–40 çул каялла та, халь те пĕр евĕрлех – 161 кил хуçалăхĕ. Анчах никам пурăнман, пушанса юлнă пÿртсен шучĕ çулсерен ÿсет. Хĕллехи тапхăрта 80 пÿрт патне никам йĕр тăвакан çук – ку вăл мĕнпур çуртран шăп та лăп çурри. Çулла урăхларах – хулара пурăнакан хуçисем, ачисемпе мăнукĕсем пыркаласа çÿреççĕ, анкартисемпе усă кураççĕ. Хăшĕ-пĕри ашшĕпе амăшĕн халалне тимлĕ пурнăçласа пÿртне-çуртне юсать, çĕнетет.

Вăтăр çул каялла пирĕн ялта 470 çын пурăннă пулсан, халĕ 162 çын çеç. Нумайăшĕ – утмăлтан иртнисем. Чылайăшĕн çемйисем пĕччен-иккĕнлисем. Йышлăрах çемьесем Сергей Никифоровпа Николай Шоркинăн: пĕринче çиччĕн, тепринче пиллĕкĕн. Вĕсенчен пĕчĕкрех çемьесем Виталий Яковлевпа Василий Даниловăн тата Олег Шоркинăн. Ял-йыш сахалланнипех пуль, килте усракан выльăх-чĕрлĕх шучĕ те чакса пырать. Çак кăтартусем ял-йыша та, ял тăрăхĕн администрацине те пăшăрхантараççĕ. Капла пулсан кĕçех шкул та хупăнĕ.

Манашкаллисене, ялтан хулана куçнисене, хальхи лару-тăрăва хурлама, критиклеме çăмăл. Республикăпа çĕршыв пуçлăхĕсем ял хуçалăхне çĕклес, унта пурăнакансен хисепне ÿстерес тĕлĕшпе нумай енлĕ меслетсем шыраççĕ, йышăнусем кăлараççĕ. Анчах хальлĕхе ÿсĕмсем палăрсах каймаççĕ пек туйăнать.

Пирĕн кунта çуралнă, мухтавлă ĕçпе ялшăн чунĕ-чĕрипе тăрăшнисене манас марччĕ. Акă, Аверкий Ижелеев. Колхоз йĕркелÿçин хастарĕ, бригадир та пулнă, вăрçă çулĕсенче алла хĕç-пăшал тытса çĕршыва тăшмансенчен хÿтĕленĕ. Халь унăн мăнукĕ Вячеслав Ижелеев – районĕпе паллă ял хуçалăх ертÿçи.

Марк Тимофеев пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен йывăр аманса хăрах алсăр, инвалид пулса таврăннăччĕ. Пĕлÿ илме те май пулман унăн. Анчах хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ăс-тăнĕпе чылай çÿлте тăнă% хаçат-журнал çырăнса илсе унти усăллă канашсене пурнăçа кĕртнĕ. Хуçалăхри ĕç хатĕрĕсене, чÿрече рамисене Марк Тимофеевич пек ăсталама пултаракан таврари ялсенче те çукчĕ, ун патне пулăшу ыйтма пыратчĕç. Ун килĕнчи мастерскойĕнче çĕрле икĕ-виçĕ сехетрех краççин лампин çути курăнма тытăнатчĕ% хăрах алпах йывăçа тататчĕ, çуратчĕ, саваласа якататчĕ, çыпăçтаратчĕ. Пĕтĕм ял-йыш тĕлĕнетчĕ унăн ăсталăхĕнчен, заказ панă япаласене вăхăтра тăватчĕ. Кун çути килнĕ-килмен колхоз садне васкатчĕ. Вăрçă чарăнсанах вăл çине тăнипе ялтан çухрăм çурăри тăмлă, çырмаллă, тыр-пул ÿсмен тăвайкиллĕ пысăк лаптăкра сад пахчи çитĕнтерме тытăнать. Малтанах колхоз ертÿçисем килĕшмен Марк Тимофеев шухăшĕпе, пысăк тăкаксем пуласран хăранă. Анчах вăл парăнман, садра ĕçлеме бригада уйăрттарать. Каярахпа сад пахчи колхоз тупăшне палăрмаллах пысăклататчĕ.

Николай Трофимов вăрçăри паттăрлăхшăн чылай орденпа медале тивĕçнĕ. Яла таврăнсанах, çитмĕл çул каялла, мотоцикл туянса урамсем тăрăх чупнине пĕрремĕш хут курнă. Вăлах ялта пĕрремĕш холодильник туянакан пулнă. Ĕмĕрĕпех шкулта учительте тăрăшнă, ача-пăчана çирĕп ăс-тăн панă. 90 çул ытла мухтавлă пурăнса ырă йĕр хăварчĕ вăл ял-йыш асĕнче.

Василий Кузьмин вăрçăран хăрах урасăр таврăннăччĕ. Апла пулин те колхоз ĕçĕнчен аякра тăман. Çырма хĕрринчи тимĕрçĕ лаççинче вăл мăлатукпа чанклаттарни кунĕпех илтĕнетчĕ% колхоз техникине юсавлă тытма тимĕр-тăмăртан темĕн те пĕр ăсталама лекнĕ унăн. Ял-йыша та нумай пулăшнă.

Ялта пĕрремĕш шофер Миккуш пулнă. Унăн тĕрĕс ятне-шывне пĕлекенсем халь пур-ши? Кивĕ, вăрçă çулĕсемпе чупса çĕмĕрĕлнĕ грузовика хута яма пайтах вăй хунă вăл. Кайран Канаша куçса унти автопредприятире механикра тимлетчĕ.

Сухаллă Мăя мучи те асăмра. Вăл çутçанталăка питĕ юратнă, ăна илемлетессишĕн ĕмĕрĕпех тăрăшнă. Ялтан чылай аякри çырмара çурхи шыв ансан çулсерен шыв сиккийĕ тарăнланса, анлăланса пыратчĕ, çывăхрах тыр-пул аниччĕ. Мăя мучи ун тавралăхне кашни çуркунне йăмрасем лартатчĕ. Вĕсем кашни çул тымарланса пычĕç. Вăл лартнă йăмрасем халь те кашласа лараççĕ, тавралăха илем кÿреççĕ. Ахальтен мар çав вырăна пирĕн халăх «Мăя сикки» тет.

Андрей Михайлов (чылайăш ăна Кайăк тетчĕç) фронтран таврăнсан бригадир, колхоз председателĕ пулнăччĕ. Патшалăхăн нумай наградисем хушшинче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ те пурччĕ. Ялта пĕрремĕш кирпĕч пÿрт лартнăччĕ.

Валентин Емельянов вара ялти чи ватă çын. Вăрçă çулĕсенче вăл Ленинград хулине тăшмансенчен сыхланă, унти çапăçура йывăр аманса тăнне çухатнă. Вăл вилнĕ текен хыпар та килнĕ. Юрать-ха, çав хурлăхлă хыпар каярахпа йăнăш пулни палăрать. Паттăр халь те пурăнать, кăçал 96 çул тултарать. Туçи Çармăсра унăн тантăшĕ Харитон Петров пурăнатчĕ, анчах халь унăн шăпине пĕлместĕп. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕн сăлтавне Валентин Емельянович ĕçе юратнипе, пирус нихçан туртманнипе, сăра-эрехпе туслашманнипе, ырă кăмăллă Валерий ывăлĕпе тата çемçе чĕреллĕ Галя кинĕпе пĕрле килĕштерсе пурăннипе çыхăнтарать.

Астăвăм кĕнекисем, энциклопедисем çутта тухни питĕ лайăх. Анчах унта кашни çинчен, пĕчĕкрех событисене кĕртме май çукки паллă. Ку енĕпе, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Шăхальти Иван Смирнов, Çĕньял Нурăсри Николай Ефимов хастар. Вĕсем ял историйĕпе ĕçлени лайăх тĕслĕх пек туйăнать.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика