Кайăк хитре тĕкĕпе, анчах та...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.03.2019, 11:25 Просмотров: 384

Кайăк грипĕ – анлă сарăлакан чир. Ытларах вĕçен кайăксем тата килти кайăк-кĕшĕк чирлеççĕ.

Пĕрремĕш хут чире Италире 1878 çулта тупса палăртнă. Ăна пуçараканĕ РНК вирус, инкубаци вăхăчĕ – 20–30 сехетрен пуçласа 2 кун таран. Чирлесен кайăк-кĕшĕк çăмарта тума, апат çиме пăрахать, айванланать, вар-хырăм, сывлав органĕсем сиенленеççĕ, ÿт температури 43–44 градуса çити ÿсет, вилес умĕн киккирикĕсем тата хăлха çаккийĕсем кăвакараççĕ. Кайăк-кĕшĕк пĕтĕмпех вилсе пĕтет, тăкакĕ пысăк.

Çутçанталăкра вируса саракан вĕçен кайăксем – хур-кăвакал, тăрна, кăвакарчăн тата ытти кайăк. Çуркунне çитнĕ май кăнтăр енчен вĕçсе килекен кайăксем хăйсемпе пĕрле чир-чĕр илсе килеççĕ. Паянхи куна кайăк грипĕн А тĕсне Ростов облаçĕнче икĕ вырăнта тупса палăртнă.

Ытларах чухне кайăк-кĕшĕке ирĕкре тытсан шар курма пулать. Çакна асра тытмалла%

– килти чăх-чĕпе, хур-кăвакала вĕçен кайăксемпе хутшăнтарма юрамасть (ирĕке кăлармасăр, хупса усрамалла);

– кайăк-кĕшĕк усранă вырăна ют çынсене кĕртмелле мар;

– кашни кунах кайăк-кĕшĕке апат панă чухне пăхса тăмалла, чирĕн пĕрремĕш паллисене сиссен выльăх тухтăрне пĕлтермелле;

– чăх-чĕп, хур-кăвакал усракан витесене дезинфекци тусах тăмалла;

– ятарласа уйăрнă вырăнсенче (пасарсенче) анчах кайăк-кĕшĕк туянма юрать, электронлă майпа çырнă ветеринари хучĕ (1-мĕш тата 2-мĕш номерлĕ свидетельствăсем) кирлĕ, çавăн пекех кайăк-кĕшĕк валли апат туяннă чухне те сыхă пулмалла, 3-мĕш тата 4-мĕш номерлĕ свидетельствăсем пулмалла;

– мĕнпур шайри хуçалăхра кайăк-кĕшĕке тытмалли ветеринари правилисене пăхăнмалла.

Чăваш Республики кайăк грипĕнчен вакцинаци туман ăнăçуллă регионсен шутне кĕрет. Пĕлсе тăрăр: вакцинациленĕ кайăк-кĕшĕке Чăваш Республикинче сутма юрамасть.

Вăрнарти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче «вĕри лини» ĕçлет: 2-50-48, 2-56-67 номерсемпе шăнкăравлама пулать.

Владимир МАТВЕЕВ,

чĕрчунсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика