Пурнăç дневникĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2019, 10:03 Просмотров: 358

Район хаçатне вулакансене Тамара Бондарь автор паллă ĕнтĕ: «Çĕнтерÿ çулĕн» страницисенче унăн хайлавĕсем тăтăш пичетленеççĕ.

Литература анинче пултаруллă утăм тăваканскер хăйĕн произведенийĕсене кĕнекене пухма пултарчĕ. Тамара Бондарĕн калавĕсен пуххи «Мой дневник жизни» ятпа Шупашкарта пичетленсе тухрĕ.

Чăннипе те, пурнăç дневникĕ. Унта пулнă-иртнĕ чи кăсăклă историсем кĕнĕ. Автор хăйĕн пур калавĕнче те тенĕ пек шухăшлама, пулăмсене харпăр хăй кун-çулĕнчипе танлаштарма сĕнет.

Пĕчĕк формăллă проза уйрăмах тыткăнлать. Тамара Бондарĕн калавĕсем питĕ çăмăллăн вуланаççĕ. Чи кирли – вĕсенче автор ырăлăха вĕрентет: ан выçлăхлан, çынна каçарма пĕл, ун çинчен суя сăмах ан сар, ан ăмсан тата ытти те. Вуланă май, нумай сăнарĕнче, сюжетĕнче хамăра хупăрлакан çынсене, вĕсен кăмăл-туйăмне куратпăр-туятпăр...

Тамара Николаевна Бондарь Белоруссире çуралса ÿснĕ. Халĕ вăл Тĕмпек ялĕнче пурăнать. Пурнăçа юратакан, уçă чунлă çын. Çутçанталăка, чĕрчунсене юратать. «Çĕнтерÿ çулĕпе» туслашиччен унăн миниатюрисем малтанхи çулсенче республикăри хаçатсенче чылай пичетленнĕ.

Кăмăл тăвакансем ун кĕнекине хаçат редакцийĕнче ыйтма пултараççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика