Асăрханăр: ейÿ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2019, 10:07 Просмотров: 370

Ейÿ вăхăтĕнче таса мар шыва пула инфекциллĕ чирсем сарăлас хăрушлăх пур.

Çавăнпа та централизацилемен вырăнсенчен (çăлсенчен, çăлкуçсенчен) илекен шывпа усă курма сĕнместпĕр. Е унпа усă курассине чылай чакармалла. Анчах капла тума вуçех май çук-тăк, шыва вĕретме манма юрамасть. Тепĕр чухне юр ирĕлнĕ май водоснабжени сечĕсенчи шыв та вараланма пултарать.

Юр ирĕлнĕ хыççăнхи шывра наркăмăшлă хими хутăшĕсем, йывăр металлсем, микробсемпе вируссем пур. Е тата гельминтсен çăмартисем те ерме пултарнă. Микробсемпе вараланаслăх çăлсемпе çăлкуçсенче уйрăмах пысăк, мĕншĕн тесен вĕсем хăш чухне пĕтĕмпех ирĕлнĕ шывсемпе тулаççĕ. Çакă эпидемиологи лару-тăрăвĕ енчен хăрушлăх кăларать.

Ăшă çанталăк тăнипе шыв калăпăшĕ ÿссех пырать. Апла пулсан ачасене шыв-шур хĕрринче инкеке лекессинчен асăрхаттарассине тимлĕхе илмелле. Юханшывсемпе пĕвесем çывăхĕнче выляма юраманнине ăнлантармалла тата вĕсене асăрхавсăр хăварма юрамасть.

Çуркунне шыв тăрăх пăр катрамĕсем юхса анаççĕ, вĕсем ачасене илĕртеççĕ. Анчах çакнашкал ашкăну инкекпе вĕçленме пултарать – çÿхе пăр çăмăлттайлăха каçармасть.

Ейÿ вăхăтĕнчи инкексен пысăк пайĕ, чăннипе, çынсем асăрханулăх çине алă сулнăран тухать. Тимлĕ пулсан япăххи аякран иртсе кайĕ. Çурхи пăр çине тухма юрамасть. Пăхма çирĕп пек курăнсан та, вăл кăпăшка, шанчăксăр. Ейÿ тапхăрĕнче карьерсемпе шыв пухăнакан пĕчĕк вырăнсем çав тери хăрушă. Вĕсене шыв хăвăрт тулать. Çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ самантсене ейÿ вăхăтĕнче ялан асра тытмалла, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн гигиена вĕрентĕвĕн тата воспитанийĕн уйрăмĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика