Тивĕçлĕ йĕркелемен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2019, 16:35 Просмотров: 374

Чăваш Республикин прокуратурин хушăвне пурнăçласа, вĕрентÿ организацийĕсенче ача-семпе çамрăксен апатланăвне саккуна пăхăнса йĕркеленине тĕрĕсленĕ.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн ĕçĕ-хĕлĕнче, акă, район прокуратури ку енĕпе кăлтăксем тупнă. Мартăн 11-мĕшĕнчи тĕрĕслев вăхăтĕнче, сăмахран, апат-çимĕç блокĕнчи апат юлашкийĕсем вĕсене упрама юрăхлă мар савăтра пулнă. Çакă – санитарипе эпидемиологи правилисене тата нормативĕсене уяманни. Кунсăр пуçне ку вĕрентÿ учрежденийĕнче хатĕр апата медицина ĕçченĕ хутшăнмасăр йышăннă тĕслĕхсем пулнине те палăртнă. Çав кун блокра хатĕрленĕ блюдăсен партийĕсен талăкри пробисем те пулман. Санитари правилисемпе тата нормисемпе килĕшÿллĕн вара пробăсене 48 сехетрен кая мар упрамалла.

Производство цехĕсене тасатмалли-тирпейлемелли инвентарь те кирлĕ пек упранман. Ăна тытмалли ятарлă вырăн çук. Туалет пÿлĕмĕсене тасатмалли инвентаре ятарлă маркировкăпа уйăрман.

Саккуна пăснă тĕслĕхсемпе прокуратура Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн директорĕ ячĕпе представлени тăратнă. Ун тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 6.6-мĕш статйипе административлă ĕç пуçарнă – апатлану йĕркелĕвĕнче санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пăснăшăн. Ку ĕçпе пухнă материалсене Потребительсен прависен тата çын ăнăçлăхĕн хÿтĕлевĕ енĕпе тимлекен Федераллă службăн республикăри управленийĕн Канашри территори пайне янă.

С.УФУКОВ,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика