Тĕрĕслевсем иртеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2019, 16:36 Просмотров: 708

Çурхи шывсене пăтăрмахсăр ирттерсе ярассипе районта хатĕрленÿ ĕçĕсем кулленех пыраççĕ.

Çав шутра – гидротехника сооруженийĕсене асăрхаса тăрасси те. Тĕрĕслевсем кăлтăксене, юсавсăрлăхсене вăхăтра палăртса йĕркене кĕртес тĕллевпе иртеççĕ.

Иртнĕ эрнере, сăмахран, районти комисси «Гидроресурс» учрежденин, экологипе технологи тата атом асăрхавĕн Атăлçи управленийĕн, район администрацийĕн представителĕсемпе пĕрле Вăрнарти шыв хранилищин комплексĕ ейÿ тапхăрне хатĕррине тĕрĕсленĕ. Комисси çурхи шыва пысăк калăпăшпа ирттерсе яма пултараслăха тĕплĕн тишкернĕ. Шыв кăларса яракан сооруженисен пайĕсен юсавлăхĕ, чулсен тата хăйăр миххисен запасĕ пурри, каçхи вăхăтра çутăпа тивĕçтерни тата ытти те тимлĕхре пулнă. Тĕрĕслев шыв хранилищинче ейÿ тапхăрĕнче инкек-синкек тухмалла маррине кăтартнă.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика