Ытларах усă курнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2019, 16:37 Просмотров: 378

Алăран укçа тыттармасăр, пĕр банк карттинчен тепри е пĕр-пĕр счет çинчен урăххи çине куçакан тÿлевсем анлăрах та анлăрах сарăлаççĕ. Çакă паянхи технологисем сĕнекен ансат та çăмăллăхлă мелсене çынсем хăвăрт йышăннипе çыхăннă.

Укçасăр расчет вăй илсе пынине республикăри кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Усă куракан (унпа пĕр операци те пулин тунă) банк карттисен шучĕ, сăмахран, пĕлтĕр 12,6 процент ÿснĕ. Наци банкĕн даннăйĕсем тăрăх, тĕрлĕ тÿлев системин карттисем пулăшнипе республикăра пурăнакансем 240 миллион ытла операци пурнăçланă. Ку хисеп виçĕмçулхинчен 38 процент нумайрах. Банк карттисемпе пуринчен ытла таваршăн е тивĕçтерÿсемшĕн тÿлени курăнать. Вĕсен пайĕ – пĕтĕм операцисен 76 проценчĕ (100 млрд енне тенкĕлĕх). Çынсем суту-илÿ е сервис организацийĕсенче карттăпа татăлнă вăтам чек 546,4 тенкĕпе танлашать.

Тăтăш пурнăçлакан операцисем шутĕнче çавăн пекех (иккĕмĕш вырăнта) – пĕр карттăран тепри çине укçа куçарни (14 %). Виççĕмĕш вырăнта – укçа алла илни (10 %). Çапла майпа карттăпа, укçа илнипе танлаштарсан, укçасăр расчет тăвас тĕллевпе 8,8 хут ытларах усă курнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика