Сочири турнирта çĕнтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2019, 16:38 Просмотров: 374

Кам чемпион? Эпир – чемпион! Паян Сочире «Химик-Август» команда, 2007 çулта çуралнă каччăсем, Мускаври «Буревестник» командăна 2%0 шутпа парăнтарса «Sochi CUP 2019» пĕтĕм тĕнчери ача-пăча турнирĕн Кубокне çĕнсе илчĕ!

Владимир Лаптевăн «ВКонтакте» социаллă сетьри вырсарникунхи çак хыпара вăрнарсем çеç мар, республикăра пурăнакансем те савăнса йышăнни «классен» шутĕнчен те аван курăнчĕ.

«Кăнтăр тĕп хулин çуркуннехи Кубокĕ» турнир мартăн 25–31-мĕшĕсенче иртнĕ. Владимир Лаптев турнирăн воспитанникĕсем унта футболăн чăн-чăн ăстисем пулнине çирĕплетнĕ. Тĕп вăйăсенче Мускавăн виçĕ командине: «Буревестника» 2:1, Качалин ячĕллĕ футбол клубне 7:1, «Лужники» командăна 3:1, çавăн пекех Сочи хулин «Жемчужина» командине 3:0 шутпа парăнтарнă. Çурма финалта Абхази Республикин «Гутаута» командине çĕнтернĕ. Финалта, çÿлерех асăнтăм, Мускав командипе тĕл пулнă.

Çĕнтерÿçĕ-командăна пĕр-лешнĕ каччăсене ятранах асăнар: Иван Шашков, Михаил Яковлев, Григорий Григорьев, Максим Юлмасов, Артем Ильин, Данил Волков, Семен Иванов, Никита Леонтьев, Александр Белинов, Никита Марков, Александр Казаков, Дмитрий Захаров, Никита Федоров, Дмитрий Семенов, Дмитрий Михайлов. Вĕсем – Вăрнар футболĕн пуласлăхĕ, шанăçĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен йышĕнчен виççĕшĕ Сочире иртнĕ турнирăн чи лайăх вăйăçисен шутне те кĕнĕ: Дима Захаров – чи лайăх тапăнса вылякан, Дима Семенов – чи лайăх хÿтĕлевçĕ, Никита Федоров – чи лайăх капитан.

Хĕрÿ вăйăсем хыççăн çĕнтерÿпе савăннă ачасем Сочи хулин паллă вырăнĕсемпе кăмăлласа паллашнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика