ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Социаллă пенсисем тата Президент пуçарăвĕ тавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2019 16:39 Просмотров: 91

Виçĕмкун Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмĕ социаллă пенсисене индексацилесси тата Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе пурăнмалли минимумран пысăкрах пенсисене индексацилесси пирки пресс-конференци ирттерчĕ.

Видеорежим мелĕпе уйрăмпа пĕтĕм район çыхăнчĕ. Унта республикăри, районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен 47 представителĕ, муниципалитетсен пресс-службисем хутшăнчĕç.

Республикăра апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенси виçи 155 тенкĕ ÿсет, 8155 тенкĕпе танлашать. Инвалид-ачасем тата ачаран I ушкăнри инвалидсем 12681,09 тенкĕ илсе тăма тытăнĕç. Ÿсĕм – 248,65 тенкĕ.

Социаллă пенсисене индексациленипе пĕрлех патшалăх пенсийĕсем те 2 процент пысăкланаççĕ. Республикăра патшалăх пенси тивĕçтерĕвĕпе 26 пин ытла пенсие индексациленĕ, вăл шутран 25 пине яхăнĕ – социаллă пенсисем. Апрельтен ÿсĕме кура пенсисене тÿлеме 41 млн тенкĕ хушма укçа каять.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва тухнă черетлĕ Çырăвĕнче пурăнмалли минимумран пысăкрах пенсисене тата уйăхсеренхи тÿлеве индексацилемеллине палăртнăччĕ. Ун пуçарăвне шута илсе социаллă хушма тÿлев виçине палăртас йĕркене улшăнусем кĕртнĕ.

Унччен пенсисене индексациленĕ чухне ÿсĕме кура пенсионерăн пĕтĕмĕшле тупăшне пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе танлаштарнă. Çапла пĕрлехи сумма ун унчченхиллех юлнă е кăштах кăна ÿснĕ.

Çĕнĕ йĕркепе соцдоплата виçине кăçалхи январьтен тытăнса шутлаççĕ. Вăл автоматизациленĕ йĕркепе пулса пырать, çынсен хăйсен Пенси фондне каймалла мар. Ку саккуна пурнăçа кĕртме Чăваш Республикине кăçала валли кăна 162 млн тенке яхăн хушма укçа кирлĕ.

Роза Алексеевна çавăн пекех инвалид-ачасене пăхакансен уйăхсеренхи тÿлевне ÿстересси – 10 пин тенке çитересси – пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Çавăн пекех яланлăх пурăнмалли вырăн çук çынсене социаллă пенсисем палăртас йĕркене кĕртнĕ улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ.

Вăрнарта пресс-конференцие управлени пуçлăхĕ Андрей Иванов, ун заместителĕ Людмила Редькова, специалистсем хутшăнчĕç. Андрей Николаевич саккунпа палăртнă хушусене районта та тимлĕн пурнăçа кĕртмеллине каларĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ