Ентешлĕх уявĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2019, 16:39 Просмотров: 569

Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ иртнĕ шă-маткун хамăр районтан тух-нисене Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче пуçтарнă. Кăçал ăна йĕркеленĕренпе 25 çул çитнĕ.

Уяв Вăрнар район гимнĕнчен пуçланнă. Пухăннисене ентешлĕхĕн председателĕ Андрей Суварин, район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов саламланă, вăрнарсене ĕçченлĕх, туслăх пĕрлештернине, вĕсем нумай отрасльте малта пынине палăртнă.

Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, уява хутшăннă май, Уйкас Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Петрова Пĕтĕм Раççейри муниципаллă пĕрлĕхсен конгресĕн Хисеп паллипе, район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхне Ирина Алексеевана конгресăн Хисеп грамотипе, Шĕнер Ишек ял тăрăхĕн специалист-экспертне Валентина Кулаевскаяна Тавĕпе чысланă. Депутат Тавне вăрнарсен ентешлĕхĕн председателĕ Андрей Суварин, Станислав Отрыванов писатель, Виталий Петров (Праски Витти) художник тивĕçнĕ.

Уява пухăннисене районти пултарулăх ушкăнĕсем, эстрада артисчĕсем концертпа савăнтарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика