ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пултаруллисене – хисеп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2019 16:40 Просмотров: 123

Иртнĕ эрнере районти клуб учрежденийĕсенче тимлекенсем умлăн-хыçлăн икĕ професси уявне – Культура ĕçченĕсен кунне тата Пĕтĕм тĕнчери театр кунне – паллă турĕç.

Çынсене савăнăç, кăмăл çĕкленĕвĕ парнелекенсене эрнекун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев саламланă. Професси ĕçне аталантарассине пысăк тÿпе хывакансем тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Хисеп грамотипе районти ача-пăча литературин уйрăмĕн тĕп методистне Юлия Курбатована чысланă. Чăваш ен Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине пиллĕкĕн илнĕ% районти культура çурчĕн хормейстерĕ Алина Евдокимова, тĕп методисчĕсем Марина Григорьева тата Людмила Иванова, районти тĕп библиотека ĕçченĕ Нелли Лукина тата Çĕрпелти библиотека ĕçченĕ Ирина Степанова. Çавăн пекех культурăра тăрăшакансене район администрацийĕн тата централизациленĕ клуб системин Хисеп хучĕсемпе наградăланă.

Ку тытăмра тимлекенсен ĕçĕ курăмлă. Пĕлтĕр кăна вĕсем сакăр пин ытла мероприяти ирттернĕ. Çулсерен тĕрлĕ шайри фестиваль-конкурссене хутшăнаççĕ, вĕсенче палăраççĕ. Нумаях пулмасть, акă, районти культура çурчĕн методисчĕ Алина Федотова професси ăсталăхĕн «Культурăн чи лайăх çамрăк ĕçченĕ» республика конкурсне хутшăннă, 2-мĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ