«Ÿсĕм точки» аталанма пулăшĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2019, 16:40 Просмотров: 436

Районти икĕ вĕрентÿ организацийĕнче – Вăрнарти 2-мĕш тата Калининăри вăтам шкулсенче – кăçал цифра тата гуманитари профилĕсен «Ÿсĕм точки» вĕрентÿ центрĕсем ĕçлесе кайĕç.

Ку программа «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Ун йĕркипе суйласа илнĕ шкулсенче цифра тата гуманитари пĕлĕвне аталантарма пурлăхпа техника базине çирĕплетĕç. Оборудованипе пуянланма вĕрентÿ организацийĕсем 1 млн та 600 пин ытларах тенке тивĕçеççĕ.

Центрсем, тĕпрен илсен, шкул ачисен ăслăлăхне «Технологи», «Информатика», «Основы безопасности жизнедеятельности» предметсемпе, çавăн пекех техника тата çутçанталăк наукисен енĕпе ÿстересшĕн. Программăра методика проекчĕсем, коворкингсенчи (пĕрлехи ĕç-хĕл) ушкăнла вĕренÿсем, предметсен хутшăнăвĕн проекчĕсем пулĕç. Унсăр пуçне, центрсенче Шахмат гостинăйĕсем тата медиазонăсем вырнаçтарма палăртнă.

– Пирĕн шкул çак проекта кĕнинче кашни вĕрентекенĕн, кашни вĕренекенĕн тÿпи пур. Унчченхи çулсенче наци проекчĕпе эпир чылай ĕç пурнăçларăмăр, аталантăмăр. Ку проект та вĕренекенсене малалла ытларах туртăнма май парĕ, – терĕ Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова.

«Ÿсĕм точки» вĕренÿ центрĕн площадкисем наукăпа техника, инженери шухăшлавне, пултарулăхăн тĕрлĕ енне хальхи пурнăç таппине кура ÿстерес тĕллевлĕ. Центрăн пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕ – районăн экономика секторĕпе тÿреммĕн тата вĕрентÿ учрежденийĕсемпе сетьре хутшăнса ĕçлесси. Цифра тата гуманитари профилĕсен «Ÿсĕм точки» вĕренÿ центрĕсене республикăри 40 шкулта туса хумалла.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика