Йÿнни илĕртет-çке...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019, 10:49 Просмотров: 390

Шупашкарти полици пайне иртнĕ эрне-кун 25-ри çамрăк килнĕ. Сăлтавĕ пăшăрхануллă – ултавçăсем 93 пин тенкĕлĕх «лартнă» иккен ăна. Шар курнă чылай çын пекех – Интернетри суту-илÿ вăхăтĕнче.

Пăтăрмахĕ вара паллă сайтра «Деу Нексия» машина сутни çинчен пĕлтерÿ тупнă хыççăн пуçланнă. Çамрăк «сутуçăпа» çыхăннă, салук вырăнне 10 пин тенкĕ те куçарса панă. Лешĕ машинăна урăх регионтан хăех хăваласа килетĕп тесен, хакне тата йÿнетме шантарсан пушшех савăнса кайнă. Хĕпĕртенипе юлашки 83 пин тенкине те тÿрех тÿлесе татнă. Анчах шантарнă автомобиль, ăнлантăр ĕнтĕ, кил умне çитеймен.

Тепĕр тĕслĕхре вара мушенниксем кÿнĕ тăкак, паллах, унчченхинчен сахалрах. Апла пулин те ку хутĕнче те ултав Интернетри суту-илÿпе çыхăннă. Ăна полицин «Вурнарский» пайĕнче регистрациленĕ. «Пулăшу ыйтакан хĕрарăм хăйне телефон туяннă чух улталанине пĕлтернĕ. Вăл сайт урлă смартфон туянма килĕшсе татăлнă-мĕн. Уншăн 8 пин тенкĕ енне тÿленĕ. Сутуçă телефонне те ярса панă-ха ăна. Анчах хăй кĕтнине мар – самай йÿнĕреххине», – пĕлтерет шалти ĕçсен республикăри министерствин пресс-служби.

Çакнашкал ултавлă тĕслĕхсем, тĕрĕссипе, кунсерен çырăнаççĕ тесен те йăнăш мар. Çавăн пиркиех йĕрке хуралçисем республикăра пурăнакансене сыхă пулмаллине çине-çинех аса илтереççĕ. Шулĕксенчен асăрханмалли тĕп правило – паллă мар çынсене хăть мĕнле лару-тăрура та чухăммăн укçа куçарма юраманни. Картта реквизичĕсене те пĕлтерме кирлĕ мар. Таваршăн ăна алла илсен кăна тÿлемелле. Енчен те тавар хакне тÿрех куçарма, комисси е налук тÿлеме укçа ыйтаççĕ-тĕк, нумай чухне сирĕнпе çыхăнакансем – шулĕксем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика