Телейлĕ пурнăç никĕсĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019, 10:50 Просмотров: 518

Юлашки вăхăтра сывă пурнăç йĕркине, вăл сывлăха сыхлас тĕп ĕç пулнине шута хурса, пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кун пирки Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче кашнинчех палăртать.

Сывлăх – питĕ пысăк пуянлăх, тулли, телейлĕ пурнăç никĕсĕ. Хăйне хăй упрама пĕлсен çын 100 çулччен е ытларах та пурăнма пултарать. Юлашки çулсенче медицинăна аталантарма сахал мар укçа-тенкĕ хываççĕ. Çакă, паллах, пĕлтерĕшлĕ, çапах та çын тыткаларăшĕсене хăй кăна витĕм кÿме пултарать. Вăл улшăнас тĕллев лартмасан çĕршывра, республикăра ирттерекен пĕр мероприяти те кăтартупа савăнтараймасть. Шел те, чылайăшĕ сывă пурнăçăн чи ансат йĕркисене те пăхăнмасть.

Ашшĕ-амăшĕ çемьере сывă пурнăç йĕркине тытса пыни ачисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ача пĕтĕмпех курса ÿсет-çке. Ашшĕ-амăшĕ эрех ĕçет, самăр, ачине булкăсемпе, фаст-фудпа тăрантарать пулсан, ывăлĕ-хĕрĕ те ÿссен çавăн пекех пулать. Чылай чир ачалăхра тымар ярать. Ачасен чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пуçланас хăрушлăх çитĕннисен пекех пысăк. Вĕсем уçă сывлăшра хускануллă вăйăсем выляс вырăнне темиçешер сехет телевизор, компьютер умĕнче лараççĕ, сывлăхшăн сиенлĕ фаст-фудсем çиеççĕ.

Чылайăшĕ сывă пурнăçăн чи ансат йĕркисене те пăхăнмасть. Пĕрисем сахал хускалаççĕ, çавна пула вăхăтсăр ватăлаççĕ. Теприсем апатланура виçене пĕлмеççĕ те самăрлăхпа, юн тымарĕсен склерозĕпе, сахăр диабечĕпе аптрама пуçлаççĕ. Виççĕмĕшĕсем канма, ĕçрипе йăлари ыйтусене самантлăха та пулин манма пĕлмеççĕ, ялан пăлхануллă, ыйхă килменнипе нушаланаççĕ, юлашкинчен çакă шалти органсен чирĕсем патне илсе çитерет. Тата сиенлĕ йăласенчен – пирус туртассипе алкогольрен – пăрăнайманнисем те хăйсен ĕмĕрне кĕскетеççĕ. Шел те, хăрушлăха пурте кирлĕ пекех ăнланса çитеймеççĕ.

Хальхи вăхăтра тĕнчере чĕре чирĕсем, ыттисемпе танлаштарсан, уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Ытлашши виçе сывлăха япăх витĕм кÿрет. Кашни килограмм ытлашши виçе пуçне юн пусăмĕ 5 миллиметр чухлĕ хăпарать. Виçене 10 килограмм чакарни те чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула вилессине 28 процент сахаллатать.

Хальхи çын хусканусем сахал тăвать. Гиподинами чăн-чăн инкек пулса тăчĕ. Ăна пула чĕре ĕçĕ вăйсăрланать, кĕлетке йывăрăшĕ ÿсет, мышца тытăмĕ хавшать, организмăн инфекцисене, йывăрлăха хирĕç кĕрешес хăвачĕ, ĕçлес хавалĕ чакать. Физкультурăпа туслă çынсем больницăна пулăшу ыйтма ыттисенчен 2–4 хут сахалрах пыни паллă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика