ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче – вунпĕрĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019 10:51 Просмотров: 186

Етĕрнери «Присурье» физкультурăпа спорт комплексĕнче ку районăн паллă тренерне В.Н.Кочкова асăнса ирĕклĕ кĕрешÿ турнирĕ иртнĕ.

130 спортсмен йышĕпе кавир çине Вăрнар район каччисем те тухнă. Харпăр хăй виçе категорийĕнче çĕнтерÿ пьедесталĕ çине вунпĕрĕн хăпарма тивĕçнĕ.

Чемпионсем тăваттăн – Антон Федоров, Савелий Иванов, Даниил Александров, Денис Иванов.

Алексей Антонов, Александр Васильев, Виссарион Петров, Тимур Ананьев кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ.

Матвей Степанов, Максим Алексеев тата Кирилл Трофимов – бронза призерсем.

Çĕнтерÿçĕ йышне кĕнисем Виталий Трофимов, Юрий Львов тата Роман Львов тренерсем патĕнче ăсталăха туптаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ