Икĕ çын пурнăçне татнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019, 10:51 Просмотров: 383

Хăрушă, хуйхăллă инкек... Тăруках пĕр килтен икĕ çыннăн пур-нăçне сарăмсăр илсе кайнă вăл. Çакнашкал пысăк синкер Тимĕрçкассинче çулăма пула тухнă. Республикăри следстви органĕсем ун тĕлĕшпе следстви умĕнхи тĕрĕслев ирт-тернине пĕлтереççĕ.

«Ытларикун каç еннелле пĕр хуçалăхра йывăç çурт тĕтĕмленме пуçланă. Ырă мара сиссе-асăрхаса ял çыннисем пулăшу службисене васкавлă чĕннĕ. Çулăма путлантарнă-ха, анчах çакăн хыççăн çăлавçăсен хăрушă ÿкерчĕке курма тивнĕ. Çуртра 73-ри кил хуçипе 75 çулхи мăшăрĕн виллисем пулнă.

Малтанхи даннăйсем тăрăх, вĕсем сĕрĕм газĕпе наркăмăшланнă. Следстви пушар тухнин тĕрлĕ версийĕсене тĕрĕслет. Çав шутра – чĕлĕм туртнă чух çулăмпа асăрханусăр пулнине те. Инкеке лекнисен вилĕмĕ криминаллă сăлтавпа çыхăннине кăтартакан даннăйсем çук. Пушарпа техника, медицина, ытти экспертизăсем ирттерме палăртнă. Вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх процессуаллă йышăну пулĕ», – пĕлтерет Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика