Сывалччăр тесе тăрăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019, 10:51 Просмотров: 421

Ватлăх кунĕсем малашнехи пурнăçăн хĕвеллĕ кунĕсене пуçтарса пыраççĕ тейĕн. Этемĕн шеремет чĕри хуçине йăвашшăн темĕн систерет, ыратакан урасене Вăрнар енне утма, сыватмăша çитме васкатать.

Вăрнар, ирхи çурхи тĕтрепе хупланнăскер, таçта васкакан çынсемпе тулнă. Сыватмăшра халăх йышлă. Пирĕн Уйкас Кипек тăрăхĕнчи çынсене Ирина Николаевна Васильева врач кăмăллăн йышăнать. Йывăртарах чирлисене направленипе терапи уйрăмне вырттарать. Кунта, иртнĕ çулхи кĕркунне çĕнетсе хута янăскерте, условисем чаплă. Палатăсенче телевизор, холодильник, санузел пур, кирлĕ вăхăтра тухтăрсене чĕнме ятарлă кнопкăсем вырнаçтарнă. Терапи уйрăмĕн пуçлăхĕ Рена Никоновна Прокопьева ăшшăн калаçни эмел ĕçмесĕрех сыватнăн туйăнать.

Рена Никоновна хăй тавра шанчăклă, хастар врачсене пуçтарнă, вĕсем – Галина Васильевна Капирова, Ольга Михайловна Казакова. Вĕсем пациентсене малалла ыррăн пăхма хавхалантараççĕ. Галина Михайловна Семенова пост сестрисен ĕçне йĕркелесе пырать. Кунта ĕç нумай, килекенсене палатăсене вырнаçтармалла, кирлĕ процедурăсене пурнăçламалла. Пост сестрисем тăваттăн: Валентина Александрова, Нина Романова, Людмила Алексеева, Светлана Семенова. Процедура пÿлĕмĕнче тимлекенсем Анастасия Петрова тата Вероника Петрова, Инна Степанова кастелянша та пациентсемпе вашават. Тасалăхшăн тăрăшакансен ĕçĕ те хисеплĕ. Кунне виçĕ хутчен урай-стенасене çăваççĕ. Çав ĕçченсем: Ирина Михайлова, Алена Сафронова, Раиса Артемьева, Людмила Захарова. Татьяна Волкова тата Ельма Матвеева тутлă апат çитереççĕ. Пĕр сăмахпа, терапи уйрăмĕнче ĕçлекенсем çынсем хăвăртрах сывалччăр тесе чунтан тăрăшаççĕ.

Валерий ГРИГОРЬЕВ.

Кивçурт Енĕш.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика