Космонавтика кунне халалласа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019, 10:52 Просмотров: 383

Патриотизм воспитанийĕн йăлисем районта çирĕп сыхланса пыраççĕ. Çамрăксене çитĕнтересси çĕршыв историйĕн паттăрла саманчĕсене асра тытса, мухтавлă çыннисен тĕслĕхĕпе хавхалантарни çинче тĕревленет.

Ку енĕпе ĕçлекен обществăлла организацисем те нумай. Вĕсенчен пĕри – çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕсен районти обществăлла «Доблесть» организацийĕ. Унăн ертÿçи – Андрей Николаев. Хастар çамрăк шаннă ĕçе çĕкленÿпе пуçăнчĕ. Ачасемпе тата çамрăксемпе кăмăлтан тимлет. Патриотизм юхăмне аталантарас тĕллевлĕ мероприятисене чи хастар хутшăнакансенчен пĕри.

«Доблесть» организаци пуçарăвĕпе, акă, районта çамрăк патриотсен отрячĕсемпе клубĕсен тата пĕрлешĕвĕсен воспитанникĕсен слетне йĕркелеме йышăннă. Ăна сумлă уява – Космонавтика кунне – халаллаççĕ. Слет апрелĕн 13-мĕшĕнче Хапăсри вăтам шкулта иртет. 10 сехетре пуçланать.

Ăмăрту программине пуян хатĕрленĕ – пĕтĕмпе сакăр конкурс. Кунта – командир доклачĕ те, парад стройĕпе утни те, ялава торжествăлла йăтса тухни те, тата ытти. Конкурсантсене çавăн пекех хăйсен ăсталăхне сцена çинче, инкеке лекнисене пулăшас енĕпе, автомата сÿтсе пуçтарассипе кăтартма сĕнеççĕ.

Слета хутшăнма 5–8-мĕш классенче (11–14 çулти) вĕренекенсене йыхравлаççĕ. Отрядра 10 ачаран кая мар пулмалла. Заявкăсене электронлă почтăпа ямалла, адресĕ – Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.. Çыхăнмалли телефон – 89603004905.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика