ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Ветерансем аса илни

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019 10:52 Просмотров: 127

Эпир йывăç шкула вĕренме чупнă вăхăтра Аслă вăрçăран орден-медальпе таврăннă салтак йышлăччĕ. Çĕнтерÿ уявне шкула 50–60 ветерана яхăн пухăнатчĕç.

1985 çулхи май уявĕ тĕлне кашни ялта вăрçăра пулнисене асăнса хапха çине Хĕрлĕ Çăлтăр çакрĕç. Мана 8-мĕш класс ачисемпе пĕрле çак ĕçе Кив Сăрьел ялĕнче пурнăçлама тÿр килчĕ. Зиновий Волков ветеран вăрçа кашни килтен миçен тухса кайнине, хăшĕ пуçне хунине, хăшĕ аманса таврăннине, миçемĕш çулта çĕре кĕнине кăтартса-каласа пычĕ – эпĕ список çыртăм, ачасем çăлтăр çакрĕç. Хушаматпа ята çырнă списока шкул музейне тăратрăмăр.

Халĕ вăрçă участникĕсем пĕрер-икшер çеç тăрса юлчĕç. Вĕсен асаилĕвĕсем халĕ те асрах. Уйрăмах Ваçли пиччен – Василий Сергеевич Сергеевăн (1916–1991 çулсенче пурăннă) асаилĕвĕ. Вăл вăрçăччен кавалерире службăра тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче Çурçĕр Кавказа хÿтĕленĕ, пуçран аманса таврăннă. «Виçĕ эрне оборонăра, окопра лартăмăр, выçлăха тÿсрĕмĕр. Пысăк çырман пĕр енче эпир, тепĕр енче – нимĕçсем. Çырма тĕпĕнче шăнкăртатса шыв юхать, анчах эпир шăрăхра шывсăр аптăраттăмăр. Нимĕç снайперĕсем шыв патне анакана персе ÿкеретчĕç. «Паттăрсем» чăтаймасăр çырмана шуса анатчĕç – çавăнтах выртса юлатчĕç», – тетчĕ.

Тепĕр участник, ман атте – Иван Сергеевич Сергеев (1911–1992 çулсенче пурăннă) каласа кăтартни тĕлĕнтеретчĕ. «Батайск хулинчи станцире вакунсем пушататпăр. Умлăн-хыçлăн вăрçă хатĕрне тиенĕ составсем килсе тулчĕç. Чĕре теме сиснĕн нăйкăшма пуçларĕ, куçсем хура тÿпене сăнама тытăнчĕç. ,çленĕ вăхăтра кĕрленĕ-уланă сасă илтĕнчĕ, вăйланса пычĕ. Пăхрăм та кăнтăралла – самолет ушкăнĕ хуп-хура çывхарать. Хула хĕрринчи зениткăсем пеме тытăнчĕç. Малта вĕçекен истребительсем хăратакан сасăпа аялалла вирхĕнчĕç – зениткăсене шăплантарчĕç. Салтаксем саланса хÿтлĕх шырама тытăнчĕç, 5–6 салтак пысăк тăрпа ăшне кĕрсе тарчĕç. Ыттисем çывăхри çĕрулми ани хушшине выртрăмăр. Таврара тĕнче çурăлса-çунма тытăнчĕ, хĕвел курăнми пулчĕ. Бомба лекнипе хайхи тăрпа çÿлелле янраса хăпарса кайрĕ. Кĕрленĕ, çурăлнă, çуннă сасăпа хăлхасем питĕрĕнчĕç, пит-куç хура сĕрĕмпе тулчĕ. Бензин, топливо цистернисем атом бомби евĕр çÿлелле ярăнаççĕ. Çапла 100-е яхăн истребительсемпе бомбардировщиксем станцине тĕп турĕç, пире вара çĕрулми ани çăлчĕ».

Тепĕр вăрçă участникĕ, арăмăн тăванĕ, Роман Горлин калавĕ тĕлĕнтерчĕ. «Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенче фронта лекрĕм, хаяр çапăçусемпе каялла чакаттăмăр. Пĕр сăрт тăвайккине канма лартăмăр, инçе мар йывăç чиркÿ пурччĕ. Эпĕ сăхсăхса хĕрес хыврăм та йывăç тĕмĕ хушшине вырнаçрăм. Сасартăк ман ума шур сухаллă старик тухса тăчĕ, алла хут тыттарчĕ те çапла каларĕ: «Çак хута лайăх упра, ан çухат, вăл сана вилĕмрен сыхлĕ», – терĕ те куçран çухалчĕ. Çав хут çине сарă тĕслĕ ылтăн саспаллисемпе темĕн çырнă. Ку кĕлĕ пулнă иккен. Вăрçа çав Турă сăмахĕсене вуласа пĕтертĕм, чĕрĕ таврăнтăм». Роман хăй виличчен çав кĕлĕне арăмне парса хăварнă, арăмĕ – хĕрне. Çав ылтăн саспаллисемпе çырнă кĕлĕ халĕ те упранать иккен.

Борис СЕРГЕЕВ-Янсарин.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ